Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче ҫӗршыври Ҫемье ҫулталӑкне халалланӑ ҫӗнӗ курав уҫӑлчӗ

Унта харӑсах виҫӗ сӑрӑ ӑстин - Венера Сандомировӑпа унӑн 7 ҫул каялла пурнӑҫран уйрӑлнӑ мӑшӑрӗн, Валерий Пономарёвӑн, тата вӗсен Мария хӗрӗн - хайлавӗсемпе паллашма пулать. Экспозицие Венера Николаевна 75 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ. Хӑйшӗн ҫӗнӗ тӗнче уҫнӑ художник уйрӑм меслетпе ӗҫлет.

Венера Сандомирова кашни 5 ҫулта пысӑк курав йӗркелет. Яланах мӑшӑрӗн, Валерий Пономарёвӑн картинисемпе пӗрле. Вӗсен ывӑлӗпе хӗрӗ те ӳнерҫӗ дипломӗллӗ. Хальхинче ашшӗпе амӑшӗн хайлавӗсем ҫумӗнче Мария хӗрӗн ӗҫӗсем те.

Экспозицире - 57 ҫула пынӑ пултарулӑх тапхӑрне пӗтӗмлетни. Асламӑшӗн портречӗ, сӑмахран, педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетӗнче вӗреннӗ чухнехиех. Ҫак аслӑ шкулта вӗрентнӗ вӑхӑтра ҫырнисем йышлӑ.  "Чи лайӑх картинӑсене кӑтартас килчӗ", - тет Венера Николаевна. Тепӗр 60 ытла ӗҫӗ ӳнер музейӗн икӗ залне вырнаҫман. Ӗҫтешӗсем Сандомирован хайлавӗсем тӳлек ҫутӑлӑхпа уйрӑлса тӑнине палӑртаҫҫӗ. Вӑл куҫа шартаракан яр уҫӑ е ҫӑра тӗссене кӑмӑлламасть. Художник чунӗнчи ҫемҫе, ачаш ҫураҫулӑх ҫут ҫанталӑк илемӗпе пӗр кӗвӗллӗ.

35 ҫул пӗр ӳнер лаҫҫинче юнашар ӗҫлесе тӗнчене тӗрлӗрен сӑнарланӑ арӑмӗпе упӑшки - Венера Сандомировӑпа Валерий Пономарёв. Ленинградри Мухина ячӗллӗ аслӑ ӳнер училищинчен вӗренсе тухнӑ график ҫуллӑ сӑрӑпа ҫырнӑ хайлавӗсемпе те палӑрнӑ. Ашшӗ-амӑшне кура, Мария хӗрӗн ӗҫӗсем те уйрӑм курӑмпа, хӑйне евӗр стильпе, ахаль япалана чун пама пултарнипе тӗлӗнтереҫҫӗ. Ҫемьелӗх, тӑванлӑх, туслӑх туйӑмӗ сумра ку кил-йышра. Венера Николаевна "Мана ачаран юратнӑ Атӑл, ҫуралса ӳснӗ тавралӑх хавхалантарать, юлташсемпе ентешсем вӑй-хал параҫҫӗ",- тет.

Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетӗнче Венера Сандомирова 30 ҫул ытла ӗҫленӗ, пулас учительсемпе художниксене ӳкерес ӗҫ вӑрттӑнлӑхӗсене алла илме пулӑшнӑ, деканӑн воспитани парас енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ те пулнӑ. Вӗренекенӗсем - унӑн мӑнаҫлӑхӗ. Вӗсен йышӗнче - ӳнер музейӗн пуҫлӑхӗ те.

Тепӗр пилӗк ҫултан, 80 ҫулне паллӑ тунӑ чухне, Венера Сандомирова куракан умне вӗр-ҫӗнӗ картинӑсемпе тухма ӗмӗтленет. Эпир ӑна 75 тултарнӑ ятпа саламласа ырлӑх-сывлӑх сунатпӑр.


Марина Карягина, Лидия Галактионова, Виктор Степанов