Михаил Задорновӑн "Последняя попытка" пьесине ҫӗршыври темиҫе театр та лартнӑ. Пирӗн Алексей Герасимов ҫамрӑк режиссёра та килӗшнӗ хайлав. Пӗр актлӑ, тӑхтавсӑр, сехет ҫурӑ пыракан камитре виҫӗ артист кӑна вылять. Ӗмӗрхи "юрату виҫкӗтеслӗхӗн" тыткӑнне лекнӗскерсем, куракана кулленхи пурнӑҫ ҫиппин пураннӑ тӗввисене сӳтме, пӗр вӑхӑтрах ансат та кӑткӑс ыйтусене хуравлама пулӑшаҫҫӗ.
Режиссёр калашле, пьесӑри сӑнарсен пурнӑҫӗ - ал тупанӗ ҫинчи пек. Виҫӗ ҫын калаҫӑвӗ урлӑ эпир пӗр ҫемье пурнӑҫӗнчи кӑткӑс лару-тӑрӑва ӑнланса илетпӗр - пӗрлешнӗренпе 20 ҫул ҫитнине паллӑ тума хатӗрленекен ҫемьене ҫамрӑк чиперкке пырса кӗрет те кил хуҫи арӑмне анратса яракан хыпар пӗлтерет: вӑл унӑн мӑшӑрӗн юратнӑ хӗрарӑмӗ-мӗн, упӑшкине укҫалла сутма ыйтать.
Пулма пултарать-и пурнӑҫра кун пекки, ҫук-и - пьеса авторӗ пушӑлла култаракан шӳт ӑсти мар, ҫавна пӗлекен куракан самант та тимлӗхне ҫухатмасть.
Сюжет аталаннӑ май, сӑнарсем ҫак пӑтӑрмахлӑ лару-тӑруран кашни хӑй пӗлнӗ пек тухма тӑрӑшаҫҫӗ. Шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ Елена Владимировна чысне ӳкермест, ӗҫ-пуҫа хӑй аллине ҫавӑрса илсе ҫав тери ӑстан ертсе пырать. Икӗ хӗрарӑм хӑйне хак хурса чӑннипех сутлашма пикенни Андрея аптратса ӳкерни пӗрре, кунсӑр пуҫне вӗсем унӑн мӗнпур ҫитменлӗхне ҫиеле кӑлараҫҫӗ. Ӗнтӗ вӑл Оксанӑна та, арӑмне те кирлӗ мар.
Пӗччен тӑрса юлнӑ Андрейӑн пуҫне хӑйӗн ҫине алӑ хурас шухӑш та кӗрет - ҫав вӑхӑтра арӑмӗ каялла таврӑнать. Йӑлтах вырӑнлӑ: пурте чун-чӗринчи туйӑм пысӑкӑшне, пӗр-пӗрин чӑн хакне, ҫумӗнчи ҫын уншӑн мӗн таран ҫывӑххине ӑнланса илнӗ. Ҫакӑншӑн кирлӗ пулнӑ та вӗсе шӑпинче ку пӑтӑрмах.
Алексей Герасимов режиссёр ку спектакль чӑн юратупа ҫемьери пахалӑхсем ҫинчен, тет. Пире вӑл ҫак хаклӑхсем ҫинчен тарӑнрах шухӑшлаттарасшӑн. Сӑмах май, артистсем ылмашӑнса выляҫҫӗ. Улшӑнса сцена ҫине тухакансен ӑсталӑхне те курас тесен, театра тӑтӑшрах ҫӳрӗр.
Марина Карягина, Дмитрий Макаров