22 ҫул ҫеҫ пурӑннӑ пулсан та ӗмӗр-ӗмӗр ялкӑшса ҫунакан поэзи кӑвайтне чӗртсе хӑварнӑ Ҫеҫпӗл Мишши нихҫанхинчен те чӗрӗ тейӗн. Мӗн ачаран тӑван халӑх кун-ҫулӗшӗн пӑшӑрханса обществӑпа патшалӑх ӗҫӗнче те самай палӑрма ӗлкӗрнӗ ҫамрӑк чӑваш халӑхне нихҫан кивелми чӗнӳллӗ сӑвӑсем хайласа хӑварнӑ. Ун йыхравӗ паянхи ӑрусене те тӑван чӗлхе ячӗпе пӗр пулса халӑхшӑн ырӑ ӗҫсем тума хистет. Ҫеҫпӗле чӗрере тытакансем тӑрӑшнипе кӑҫал ҫеҫ чӑваш литератури темиҫе ҫӗнӗ кӗнекепе пуянланчӗ. Лидия Филиппова ҫыравҫӑ пухса хатӗрленӗ "Пурӑн пирӗн Ҫеҫпӗл" кӑларӑма Раҫҫейӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗнче пурӑнакан 90 ытла авторӑн чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ хайлавӗсем кӗнӗ. Чӑваш халӑх ҫыравҫи Сергей Павлов "Кам-ши вӑл Ҫеҫпӗл?" ятпа ҫамрӑк вулакансем валли икӗ чӗлхеллӗ кӗнеке кӑларнӑ. Ҫавӑн пекех Наци вулавӑшӗпе культура тытӑмӗнче тӑрӑшакансем чылай пархатарлӑ ӗҫ-пуҫ, акцисемпе поэзи уявӗсем, куравсем йӗркеленӗ.
Мухтавлӑ сӑвӑҫ ячӗпе хисепленекен ҫамрӑксен театрӗ вара кӑҫал фантасмагориллӗ феери жанрӗпе "Ҫӗн Кун Ачи" постановка лартрӗ. Пьеса авторӗ Марина Карягина ытти пултаруллӑ культура ӗҫченӗсемпе пӗрле Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Тав сӑмахне тата алла ҫыхмалли сехете тивӗҫрӗ.
Михаил Кузьмин силлабо-тоникӑллӑ сӑвӑ виҫине ҫирӗплетсе чӑваш ҫыравҫисене поэзин анлӑ анине уҫса панӑ. Хӑйӗн хайлавӗсем урлӑ халӑхӑн тӗнчекурӑмне, йӑла-йӗркепе культура уйрӑмлӑхӗсене палӑртма пултарнӑ.
Поэтӑн 50 ытла сӑвви ҫеҫ упранса юлнӑ. Вӗсем тӑван халӑха вӑй-хӑват паракан иксӗлми ҫӑлкуҫпа танах. Паян кун та пирӗншӗн тӗрек пулса ыранхи куна ӗненме май паракан пысӑк шанӑҫ пулнине палӑртрӗҫ пухӑннисем.
Апла пулсан, ӳлӗмрен те Ҫеҫпӗлӗн кӑвар чӗрин хӗлхемӗ килес ӑрусене ырӑ та ҫутӑ пуласлӑха ҫул кӑтартса пытӑр.
Алексей Енейкин, Вадим Владимиров