Чӑваш кӑйкӑрӗн тӗслӗхӗ пин-пин ачана хавхалантарнӑ

Совет Союзӗн 2 хут Геройӗ Андриян Николаев космонавт ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнӗ тӗле республикӑра "Шуршӑл ҫийӗн сан ҫӑлтӑрусем" пуҫару вӑй илнӗччӗ. Космонавтика кунӗ умӗн вӗренӳ проектне пӗтӗмлетсе чи хастар ачасене чысларӗҫ. Ҫак хушӑра вӗсем мӗнле ҫитӗнӳсем тунине Олег Николаев та хак пачӗ.

Вӗренӳре, пултарулӑхра аталанма ҫӗнӗ ҫулсем уҫниех пулнӑ ҫакӑ ачасемшӗн. Республикӑри 150 пин ытла хастар хутшӑннӑ проекта. Ачасем мультфильмсем ӳкернӗ, космосри сӑнарсен 3 Д хурӑмӗсене калӑпланӑ, ӳкерчӗксен конкурсӗнче тупӑшнӑ, калавсем ҫырнӑ, астрономи ӑслӑлӑхне тӗпченӗ. Пурӗ 10 тӗрлӗ конкурс йӗркеленӗ.

Хӑшӗ-пӗри харӑсах темиҫе ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксен "Эткер" центрӗнче чи маттур 45 хутшӑнакан валли "Школа Космогения" ятпа эрнелӗх программа ӗҫленӗ.

Вӗренӳ проектне хутшӑннӑ чи хастар шкулсем - Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнчи Карапай-Шӑмӑршӑри, Патӑрьелти 1-мӗш тата Шупашкарти 40-мӗш шкулсем. Вӗсене паха парнесемпе хавхалантарчӗҫ. Телескоп туянма май паракан сертификат таранах. Пухӑннисене халӗ тӗнче уҫлӑхӗнче ӗҫлекен космонавтсем те салам ячӗҫ.

 

Алиса Александрова, Виктор Степанов