Чӑваш кадет корпусӗнче вӗренекенсемпе Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева тӗл пулчӗ

Ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парасси патшалӑх умӗнче тӑракан пӗлтерӗшлӗ тӗллевсенчен пӗри. Атӑл федераци округӗнчи Чӑваш кадет корпусӗнче шӑпах пулас офицерсене хатӗрлеҫҫӗ. Унти ӗҫ-хӗлпе  Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева паллашрӗ.

Совет Союзӗн Геройӗ Александр Кочетов ячӗллӗ кадет корпусне 2018-мӗш ҫулта хута янӑ. Паян кунта 300 ытла ҫамрӑк пӗлӳ пухать. Вӗсенчен 40-шӗ - хӗр ачасем. Вӗренсе тухакансен 60-70 проценчӗ малалли пурнӑҫне ҫарпа ҫыхӑнтарать, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен пулать. Хӑнасем кадет корпусӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗҫ. Кунта тӗрлӗ спорт секцийӗ ӗҫлет. Ӑсталӑха туптама хореографи, спорт, тренажер залӗсем тата тир пур. Тӑван ҫӗршыв историйӗпе, паттӑрсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштаракан музейсем йӗркеленӗ. Экскурсовод тивӗҫне те хӗрсемпе каччӑсем хӑйсемех пурнӑҫлаҫҫӗ.

Вӗренӗве пысӑк тимлӗх уйӑрнисӗр пуҫне пулас ҫар ҫыннисем тӗрлӗ конкурс-ӑмӑртӑва хастар хутшӑнаҫҫӗ, кашнинчех аван кӑтартусемпе палӑраҫҫӗ. Ҫакӑнта вӗрентекенсен тӳпи пысӑк.

Хӑнасем кадетсемпе "ҫавра сӗтел" тавра калаҫу йӗркелерӗҫ. Вӗренекенсем хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусене пачӗҫ. Тӗслӗхрен, Алла Салаеван ӗмӗчӗсемпе кӑсӑкланчӗҫ. Вӗренӳ министрне вара пӗрремӗш шырав экспедицийӗ пирки каласа пама ыйтрӗҫ. Дмитрий Захаров кадетсене ҫуркунне Ржев тӑрӑхӗнчи патриотла ҫӳреве йыхравларӗ.


Оксана Верликова, Михаил Солин