Чӑваш Енри Семеновсем Раҫҫейри ҫемье ҫулталӑкне уҫма хутшӑнаҫҫӗ

Несӗлӗсене 8-мӗш ӑру таранах тӗпчесе пӗлнӗ ҫемье йӑхран-йӑха куҫса пыракан йӑласене манӑҫа кӑлармасӑр упрать. Пысӑк йышра пӗр-пӗриншӗн тӗрев пуласси,  ватти-вӗттине хисеплесси, асли кӗҫӗннине пулӑшасси - хӑнӑхнӑ йӗрке.

Шупашкар тӑрӑхӗнче 5 ачаллӑ Семёновсенчен тӗслӗх илмелли сахал мар. Ахальтен мар вӗсем Мускавра паян уҫӑлакан ҫемье форумне хутшӑнаҫҫӗ.

Семёновсен килне Мускав йыхравӗ Ҫӗнӗ Ҫул умӗн ҫитнӗ. Пӗрре савӑнтарнӑ, тепре пӑлхантарнӑ вӑл ҫемьене.

Кӗске хушӑра ҫемьен хӑйсем пирки презентаци хатӗрлемелле пулнӑ. Тӗрӗссипе, видеоматериалта ашшӗпе-амӑшӗн, 5 ачин кулленхи пурнӑҫӗ сӑнарланнӑ. Канмалли кунсенче тӗпелте пӗрле пӗр-пӗр апат янтӑлама кӑмӑллаҫҫӗ, ҫемьепе тӗрлӗ конкурс-фестивале хутшӑнасси те ҫӗнӗлӗх мар вӗсемшӗн. Алевтинапа Николай - иккӗшӗ те пултарулӑх ҫыннисем. Ашшӗ купӑс каланӑ май кӗҫӗннисем кӗвве тӗрлӗ музыка хатӗрӗпе вӑйлатса пулӑшаҫҫӗ,  амӑшӗн артист профессийӗ юрӑра аван палӑрать.

Николай Семёнов хӑй те йышлӑ ҫемьере, ӗҫ тӗлне пӗлсе ӳснӗ. Ачисене те аслисен кил-тӗрешри кирек епле пуҫарӑвӗнчен те тӑрса юлмаҫҫӗ. Семёнпа Ваня ывӑлӗсем хӑйсем тӗллӗнех хӑма-мӑлатук тыткалама хӑнӑхнӑ. Ҫуркуннепе шӑнкӑрч йӑви, хӗл умӗн сырӑш ӑсталаҫҫӗ.

Вӗренӳре те аван ӗлкӗрсе пыраҫҫӗ Семёновсен ачисем. Асли Валя, сӑмахран, кӑҫал "Артек" лагерь сменинче канма тивӗҫнӗ. "Улми улмуҫҫинчен аякка ӳкмест", - тенӗ пек Валя, Юля, Семён, Ваня, Аня та ашшӗ-амӑшӗ пек пур ҫӗрте те хастар пулма тӑрӑшаҫҫӗ. Пысӑк ҫемьере килӗшӳпе ӑнлану хуҫаланать.

Республика чысне ҫӗршыв шайӗнче тивӗҫлӗн хӳтӗлеме сунатпӑр Семёновсене.


Алиса Александрова, Михаил Солин