Чӑваш Енри профессиллӗ пӗрремӗш театровед

Чӑваш ӳнерӗн тӗнчинче Фаина Романова ячӗ - паллӑ ят: республикӑри профессиллӗ пӗрремӗш театровед, искусствоведени кандидачӗ наци театрне аталанма пулӑшнӑ ҫынсен ретӗнче. Вуншар монографипе тӗпчев статйин авторӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ май, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче уҫӑ лекци иртрӗ.

Шӑп ҫӗр ҫул каялла Тӑвайӗнче ҫуралнӑ чӑваш хӗрӗ 1948-мӗш ҫулта Мускаври патшалӑх театр искусствин институтӗнчен театроведа вӗренсе тухнӑ, каярах Виктор Романовпа ҫемье чӑмӑртанӑ. Мӑшӑрӗ те театр ӗҫченех: режиссёр, актёр, педагог, драматург.  Асӑну каҫне хутшӑнакансем чи малтанах  икӗ мухтавлӑ ҫыннӑн вилтӑприйӗ ҫине чӗрӗ чечексем хучӗҫ. Аслӑраххисен вӗсем ҫинчен асилсе каласа памалли темӗн чухлех.

Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев "Фаина Александровна пӗр спектакле те сиктерместчӗ, унӑн тарӑн тӗпчевӗсем республика пичетӗнче анчах мар, Мускаври журналсенче те кун ҫути куратчӗҫ" тет. Ун ӳсӗмӗнчисем пӗр-пӗрне 60 ҫул ытла пӗлнӗ, ҫывӑх пулнӑ.

Театр Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗн институчӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле ирттерекен уҫӑ лекцире тӑван халӑхпа республика историйӗнче Фаина Романова (Сарри) тарӑн йӗр хӑварнине, вӑл калама ҫук ырӑ кӑмӑллӑ, ыттисене ялан пулӑшма хатӗр ҫын пулнине палӑртрӗҫ. Тӗп лекцире Мария Митина театровед унӑн аталану ҫулӗ ҫинчен каласа пачӗ. Михаил Кондратьев искусствоведени докторӗн шӑпинче Фаина Александровна пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннӑ иккен: вӑл музыковеда наукӑра курнӑ - института чӗннӗ. Республикӑн тӗрлӗ театрӗсенче ӗҫленӗ, халӗ тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ сумлӑ артистсем те театр пурнӑҫӗнчи интереслӗ самантсене аса илчӗҫ. Юлия Дмитриева ӑсчах "Фаинӑпа Виктор Романовсем хӑйсем хыҫҫӑн пӗр пысӑк тапхӑрӑн алӑкне хупса хӑварчӗҫ, тепӗр тапхӑра пуҫлакансен ҫуралмаллах" терӗ.

 

Марина Карягина, Зоя Яковлева