Чӑваш Енри чи лайӑх староста Красноармейски тӑрӑхӗнче пурӑнать

Ҫакна палӑртас тӗллевпе ятарлӑ конкурс ирттернӗ - унта  республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 30 ытла ҫын хутшӑннӑ. Вӗсене ӗҫне тата пуҫарулӑхне  кура хак панӑ. 100 ытла ҫын пурӑнакан ялсем хушшинче Трак Енри Алексей Кондратьев чи лайӑххи ята тивӗҫнӗ.

Лайӑх староста - ял ҫӑлӑнӑҫӗ тенине тӗпе хурса ӗҫлет Алексей Кондратьев. Вӑл ӗмӗрӗпе Шупуҫра пурӑнать: кунта унӑн йӑх-несӗлӗсем кун-кунланӑ, хӑй те ҫемьеленсе тӗпленнӗ. Тӑван тӑрӑх уншӑн чун киленӗҫӗ те, ыратӑвӗ те. Савнӑ ял куҫ умӗнче пӗтсе пыни канӑҫ памасть. Ҫулталӑк каялла ял-йыш ӑна яваплӑ ӗҫ сӗннӗ. Шупуҫпа  юнашарти Туканаш тата Вӑрманкасра староста пулса тӑрӑшать Алексей Петрович.

Чӑн малтан шыв ыйтӑвне татса пама йышӑннӑ. Совет саманинче хута янӑ тытӑм юрӑхсӑра тухнӑран пӗр май саплама тивнӗ. Малтан 3 яла шывпа тивӗҫтерекен башньӑна улӑштарнӑ. Пӗлтӗр халӑх пуҫарӑвӗн программипе пӑрӑхсене ҫӗнетнӗ. 
Шыва килех кӗртнӗ. Ял халӑхӗ тинех хулари ырӑлӑха туйса илнӗ. Ҫавӑнпа пӗрлех пушар тухас пулсан, урамсенче шыв  тултармалли хатӗр те пӑхса хунӑ. Башньӑна шартлама сивӗсенче шӑнса ларасран хӳтӗленӗ. Пӑрӑхсене улӑштарма 6 миллион тенкӗ ытла тӑккаланӑ, ҫав шутран 10 процентне ял халӑхӗ саплаштарнӑ.

Кӑҫал халӑх пуҫарӑвӗн программипе тепӗр 4 проект пурнӑҫламалла. Кашни ялта пӗве тасатса йӗри-тавра хӑтлӑх кӳресшӗн: ачасене те, аслисене те ҫыран хӗрринче канмалли вырӑн йӗркелесе памалла. Унсӑр пуҫне Шупуҫӗнче хапха лартас тӗллевлӗ. Кӗҫех подрядчике палӑртмашкӑн аукционсем иртмелле. Пур ӗҫе халӑхпа канашласа тӑваҫҫӗ: пухусене пуҫтарӑнса та, унсӑр пуҫне мессенджерта та "Хамӑр ял" ушкӑн  йӗркеленӗ. Ҫапла  йышпа ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яваҫҫӗ.

Кунта тепӗр пысӑк ӗҫ тума палӑртаҫҫӗ - ял ҫыннисене пуҫтарӑнмалли вырӑн йӗркелесшӗн. Хальлӗхе уявсене те, пухусене те лавкка уйӑрса панӑ пӳлӗмре ирттерме тивет.

Староста тӑрӑшнипе ялсенче уявсемпе концертсем те, кулленхи ӗҫ те пулса пырать. Тӑтӑшах субботнисем иртеҫҫӗ, вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑкпа масар тирпейлӗ тӑрать. Стадион тавра курӑк акса йывӑҫ хунавӗсем лартнӑ.

Ҫутӑ хунарӗсен лампочкисем ҫунса кайсан та хӑйсемех улӑштараҫҫӗ. Салтаксене пулӑшу кӳрессине хастар хутшӑннаҫҫӗ.

Ыркӑмӑллӑх ӗҫне те явӑҫнӑ - нумай пулмасть чирлӗ ачасене пулӑшмашкӑн кӗнекесем сутнӑ. Ҫула юр хӳсе лартнӑ е ӑпӑр-тапӑр тулса кайнӑ - нимӗн те тимлӗхсӗр хӑвармасть Алексей Кондратьев. Пикшик ял тӑрӑхӗнче ертӳҫӗ ҫук чухне - яваплӑх пушшех пысӑк. Красноармейски пуҫлӑхӗпе килӗштерсе ӗҫлени тӗрев кӳрет.

Алексей Кондратьев - 4 ача ашшӗ. Аслисем тахҫанах хулана тухса кайнӑ, кӗҫӗннисем телейлӗ ачалӑхпа киленеҫҫӗ, ҫавах та ывӑлӗ ҫитӗнсен тӗп килте юласса шанать республикӑри чи лайӑх староста. Мӗн пӗчӗкрен тӗпренчӗкӗсене тавралӑха юратма вӗрентет, ӗҫ патне хӑнӑхтарать. Ял малашлӑхӗ ачасенче пулнине, вӗсене тӑван тӑрӑхра пурӑнма майсем тума тӑрӑшать.


Ирина Николаева, Игорь Ульянов