"Таса вӑйӑсем" проект 2014-мӗш ҫулта Питӗр тӑрӑхӗнче "ҫуралнӑ". Ӑна пуҫараканӗ - Дмитрий Иоффе. Усӑллӑ ӗҫ-пуҫ Ленинград облаҫӗнчи пӗр кӳлӗ ҫыранне тасатнинчен пуҫланнӑ. Кам пуринчен ытларах ӑпӑр-тапӑр пухать - ҫав ҫӗнтерӳҫӗ тесе палӑртнӑ.
Проекта ытти регионсем те килӗштернӗ. Чӑваш Енре "Таса вӑйӑсене" 2019-мӗш ҫултанпа Алена Ильгачевапа Кирилл Агалаков йӗркелеҫҫӗ. Субботниксене ку таранччен ытларах Шупашкарта ирттернӗ. Республикӑн ытти кӗтесӗнчи юханшывсемпе ҫырма-ҫатрасене те ҫӳп-ҫапран хӑтармалла-ҫке! Ҫавӑнпа кӑмӑллакансем валли ятарлӑ вӗренӳ йӗркеленӗ.
Малтанах вӗренӗве Чӑваш Енри ҫамрӑксем валли ҫеҫ йӗркелеме палӑртнӑ. Анчах та юнашар республикӑри волонтерсене те тӗксе ярас темен. Сӑмах май, "Таса вӑйӑсем" проект хастарӗсем валли стажировка кашни регионта иртмест. Пӗтӗмпех вырӑнти пуҫаруллӑ ҫынсенчен килет. Экологи уявне "Движение первых" юхӑмӑн гранчӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Шкул ачисем, студентсем тата ӗҫлекен ҫамрӑксем. Пурӗ республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен 30 ытла хастар ҫитнӗ. Тавралӑха тирпейлӗрех тӑвас тесе ҫунаҫҫӗ вӗсем. "Таса вӑйӑсене" ӑҫта ирттермеллине палӑртса хунӑ та ӗнтӗ.
Вӗренӳ тӑватӑ куна тӑсӑлчӗ. Хастарсемпе ытти регионти экспертсем те тӗл пулчӗҫ. Вӗсем ятарласа Пермь тата Ӗпхӳ хулисенчен ҫитнӗ. Хӑйсен опычӗпе паллаштарчӗҫ ҫамрӑксене. "Таса вӑйӑсем" йӗркелеме ҫӑмӑл мар. Тупӑшӑва хутшӑнакансем валли чӑн-чан экологи уявӗ ирттермелле! Ҫамрӑксене мӗн хыҫҫӑн мӗн тумаллине пӗтӗмпех вӗрентрӗҫ. Паллах, вырӑнти влаҫсен, волонтерсен тата усламҫӑсен пулӑшӑвӗ те кирлӗ вӗсене.
Тасалӑх ӗҫӗнче уйрӑмах хастар пулнисене юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче пӗлтерӗҫ. Пӗрремӗш субботник ҫитес шӑматкун, авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарта иртӗ. Унта кашниех ушкӑн пуҫтарса хутшӑнма пултарать. Тӗплӗнрех ВКонтакте социаллӑ тытӑмри ятарлӑ ушкӑнра пӗлме пулать.
Вероника Павлова, Игорь Ульянов