Чӑваш Енре Свердловск облаҫӗнчи ветерансене хапӑл турӗҫ

Чӑваш Енри вӑрҫӑ, ӗҫ, хӗҫ-пӑшаллӑ ҫар тата йӗрке хуралӗн ветеранӗсен канашӗ ытти тӑрӑхри ӗҫтешӗсемпе туслӑ ҫыхӑнусене ҫирӗплетет. Хальхинче хастарсем чӑваш ҫӗрӗнче Свердловск облаҫӗнчи ветерансене хапӑл турӗҫ.

Лӑпкӑн та мӑнаҫлӑн ишсе пыракан Александр Фадеев теплоход хӗвел питтинче хӗрсе пыракан Шупашкара Атӑл сулхӑнӗн варкӑшне илсе ҫитерчӗ тейӗн. Чӑваш Енри ветерансен пӗрлешӗвӗ карапран анакансене ҫӑкӑр-тӑварпа, хаваслӑ юрӑ-ташӑпа кӗтсе илчӗ.

Ветерансен йышӗнче хаклӑ хӑнасене елчӗксен ентешлӗхӗн хастарӗсем те асра юлакан парнесемпе хапӑл турӗҫ. Ҫар ҫыннисем вара Екатеринбургран килнӗ юлташӗсне курса савӑнчӗҫ. Савӑнӑҫлӑ йышра юрласа, ташша ярса савӑнчӗҫ.

Чӑваш Енри ветерансен пӗрлӗхӗнче 250 пин ҫын. Патшалӑхӑн тӗрлӗ тытӑмӗпе ҫыхӑнса халӑх пурнӑҫне лайӑхлатас тесе пур енлӗн тухӑҫлӑ ӗҫлесе пыраҫҫӗ вӗсем. Хальхинче ветерансем регионсен хушшинчи туслӑха ҫирӗплетсе пӗрле тӗрлӗрен патриотла ӗҫ-пуҫ йӗркелеме, ҫавӑн пекех влаҫ патне тӗрлӗ сӗнӳ-канашпа тухнӑ чух тачӑрах ӗҫлеме килӗшӳ алӑ пусрӗҫ. Хула администрацийӗ пулӑшнипе ятарлӑ экскурси хатӗрлесе хӑнасене Шупашкарпа паллаштарчӗҫ. Унтан ветерансем Патшалӑх ҫурчӗн ҫӳлти хутне хӑпарса  хула илемӗпе киленчӗҫ, асра юлмалӑх сӑнӳкерчӗксем турӗҫ.


Алексей Енейкин