Чӑваш Енре республикӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2030-мӗш ҫулчченхи программине хатӗрлеме пуҫланӑ

Ял хуҫалӑх министерстви ҫитес пилӗк ҫуллӑха лартакан тӗллевӗсене "АгроПроДвижение" ятлӑ проектра палӑртнӑ. Ӑна вӑл агропромышленноҫра тӑрӑшакансемпе, муниципалитетсен ертӳҫисемпе сӳтсе явнӑ та ӗнтӗ.

Ял хуҫалӑхӗ паянхи кун пӗр вырӑнта тӑмасть: ҫӗнӗлӗхсем, цифра технологийӗсем ӗҫе кӗрсех пыраҫҫӗ. Чӑваш Ен паян нумай кӑтартупа малтисен ретӗнче. Атӑл тӑрӑхӗнчи округра, сӑмахран, 100 гектар акакан лаптӑка тивекен лаша вӑйӗпе 3-мӗш, кашни гектар пуҫне паракан патшалӑх пулӑшӑвӗпе пӗрремӗш вырӑнта. Ялта пурӑнакансен йышӗ те ҫӗршыври вӑтам кӑтартуран пысӑкрах - 34 процент ҫурӑ. - Тӗллевсем тата пысӑк, - тет Сергей Артамонов министр.

Ҫитес пилӗк ҫулхи аталану ҫул-йӗрне "АгроПроДвижение" проектра палӑртрӑмӑр, - сӑмахне тӑсать Сергей Артамонов. Вӑл пилӗк пайран тӑрать: тыр-пулпа пахча-ҫимӗҫ туса илесси, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси, тирпейлекен промышленноҫа, ял тӑрӑхӗсене аталантарасси тата ял хуҫалӑх продукцине сутасси.

Пилӗк ҫулта 17 миллиард тенкӗлех 130 инвестици проекчӗ пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ. Вӑл шутра пулӑ, сурӑх ӗрчетекен хуҫалӑхсем, сӗт-ҫу фермисем, управӑшсемпе теплицӑсем хута ямалла. Чи нумай проект Муркаш, Шупашкар, Етӗрне тӑрӑхӗсен. Аталану программипе пысӑк ял хуҫалӑх предприятисем Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура паллашрӗҫ.

Фермерсемпе ӑна Етӗрне тӑрӑхӗнче иртнӗ слётра сӳтсе яврӗҫ. Вӗсен ӗҫне ял хуҫалӑх министерстви пысӑка хурса хаклать. Малашне те пулӑшас тӗллевлӗ. Сӗнӳ чылай пулчӗ. Ҫав шутра теплицӑсем валли кирлӗ хатӗрсем, шӑвармалли машинсем туянма субсиди уйӑрмалли йӗркене улшӑнусем кӗртме ыйтрӗҫ. Хӑйсен шухӑшне ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем ятарлӑ платформӑра онлайн та пӗлтерме пултарнӑ. Ял хуҫалӑх аталанӑвӗн ҫул-йӗрне ҫирӗплетес умӗн яваплӑ ведомствӑра мӗн пур сӗнӗве тишкерсе тухӗҫ.

 

Екатерина Фомина, Екатерина Янгалакова, Святослав Петров