Ҫак ведомствӑн тӗп тивӗҫӗ - халӑхӑн чи ҫивӗч ыйтӑвӗсене татса парасси. Вӑл шутра тивӗҫлӗ медицина пулӑшӑвӗ е паха вӗренӳ илесси, ачасемпе ветерансен, сусӑрсен прависене хӳтӗлесси, ӗҫ укҫи парӑмне тавӑрасси, коррупцие хирӗҫ кӗрешесси тата ытти те. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе вӗсен ҫемйисене пулӑшассине те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Иртнӗ ҫул республикӑра прокуратура тӗрӗслӗвӗсенче саккуна пӑснӑ 40 пин ытла тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Пӗтӗмлетӳсемпе Чӑваш Ен прокурорӗ Эдуард Гиматов паллаштарчӗ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫынсен прависене хӳтӗлессинче ведомствӑпа малашне те пӗрле ӗҫлеме хатӗррине каларӗ. Професси уявӗ ячӗпе прокуратура ӗҫченӗсене саламларӗҫ. Палӑрнисене наградӑсемпе, хисеп хучӗсемпе тата алла ҫыхмалли сехетсемпе чысларӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ветерансем те уйрӑм хисепе тивӗҫрӗҫ. Прокуратура ӗҫӗ пирки каласа паракан журналистсене те чыс турӗҫ, вӗсен йышӗнче пирӗн ӗҫтеш - Чӑваш радио корреспонденчӗ Альбина Фомина. Ҫавах та хӑйсен пурнӑҫне саккунлӑха хӳтӗлессине халалланисем пуринчен ытла тав сӑмахӗсене тивӗҫ.
Ирина Николаева, Игорь Ульянов