Вӗренӗве хутшӑнакансен умӗнче паллӑ ӑсчахсем, ҫӗршыври библиотекӑсен ертӳҫисемпе специалисчӗсем тухса калаҫаҫҫӗ. Цифра ӗмӗрӗнче вулавӑшсен ӗҫ-хӗлне мӗнлерех йӗркелемеллине, ҫӗнӗ мелсемпе мӗнле усӑ курмаллине уҫса параҫҫӗ. Пуҫтарӑннисене саламланӑ май Культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова тӗрлӗ конкурсра палӑрнисене чысларӗ. Вӗсен шутӗнче Шупашкар тӑрӑхӗнчи тӗп библиотека. Ҫулсерен библиотекӑсем республика, ҫӗршыв шайӗнчи конкурссене хастар хутшӑнса малти вырӑнсем йышӑнаҫҫӗ. Грантсем ҫӗнсе илсе ҫӗнӗлехсем пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ.
Пӗрремӗш кунхине паллӑ ӑсчахсем лекцисем вуларӗҫ.Тухса калаҫакансен йышӑнче Наци библиотекисен ассоциацийӗн президенчӗ Яков Шрайберг пулчӗ. Вулавӑшра ӗҫлекенсем вара вӗренӗве хутшӑнса пӗлӳ шайне ӳстерме пултарнишӗн кӑмӑллӑ пулнине палӑртрӗҫ.
Паян вӗренӳ малалла пырать. Кун йӗркинче семинар тата "Хальхи вӑхӑтра библиотека ӗҫченне мӗн кӑсӑклантарать?" темӑпа йӗркелекен "ҫавра сӗтел".
Оксана Верликова, Игорь Ульянов