Чӑваш Енре курма хӑнӑхман ӳкерчӗк

Чӑваш Енре хальлӗхе слонсемпе жирафсем ҫук, анчах икӗ курпунлӑ тӗвесемшӗн, ашаксемпе понисемшӗн пирӗн ҫанталӑк юрӑхлах иккен. Куславкка тӑрӑхӗнчи "Булат" хуҫалӑхра туристсемшӗн илӗртӳллӗ чӗрчун темӗн чухлех.

"Булат" ят панӑ кил картине пырса кӗрсен, килнӗ ҫынна Чӑваш Енре курма хӑнӑхман ӳкерчӗк аптратсах ӳкерет. Тӗлӗнмелле: тепӗр ҫын паян ӗне тытма та ӳркенет е хевте ҫитереймест, Венерӑпа Фаних Гилимяновсен хуҫалӑхӗнче вара, сурӑх-качакасӑр пуҫне, тӗве те, пони те, страус та пур. Вӗсен мӗнпур ыйту ҫине пӗр хурав: "Юрататпӑр". "Йӑлтах ачасен кӑмӑлӗнчен пуҫланчӗ", - тет кил хуҫи. Ҫемьере тӑватӑ ача: виҫӗ ывӑл та пӗр хӗр. Пӗри ашшӗ-амӑшӗнчен тӗве илсе пама ыйтнӑ. Каланӑ - тунӑ. Малтан аҫине, каярах амине те туяннӑ. Ҫапла вара паянхи куна икӗ курпунлисен шучӗ вӑтӑр урлӑ та каҫнӑ.

Тӗвесем ҫу каҫма лагере куҫнӑ. Кӗве ҫинӗ кӗрӗк уртса янӑ пек курӑнакан курпунлӑ янаварсем ҫӑва хирӗҫ йӑптӑх тӑкма пуҫланӑ ӗнтӗ: ҫынсем пекех ӑшӑра тум улӑштараҫҫӗ тейӗн. Сӑмах май, хӗлле икӗ курпунлисем 50 градуслӑ шартламана та йӗркеллӗ тӳссе ирттереҫҫӗ. Амисем кӑмӑлӗпе тӳлек те ачаш, ҫынран ютшӑнмаҫҫӗ, алла хӑнӑхнӑ, ачашланине килӗштереҫҫӗ.

Вӗсен тӗвисемпе кӑсӑкланакан йышлӑ: зоопарксем, цирксем ыйтаҫҫӗ, интернет урлӑ Питӗрти сусӑр ачасен ҫурчӗ те шыраса тупнӑ: тӗвепе туслашни сывлӑхшӑн усӑллӑ-мӗн. Вӗсене вара Гилимяновсем икӗ курпунлӑ чӗрчуна парнелесех янӑ.

Ачасем курма килсен, чӗрчунсем ҫӑвартан мӗн те пулин тутли хыптарнине те кӑмӑллаҫҫӗ пулас. Гилимяновсем каланӑ тӑрӑх, тӗвесем йӗс пырлӑ мар - апата тиркемеҫҫӗ, юратна ҫимӗҫӗ - утӑ-улӑм, тырӑ, вӗлтӗрен вӗсен тути-ҫӑварне вӗтелемест те тейӗн. Авалтан саксаул йышши ӳсентӑрана хӑнӑхнӑскерсем, уйрӑмах пирӗн таврара ҫум-курӑк пек ашкӑрса кайнӑ Америка тирекне тапӑнаҫҫӗ - куславккасем ҫакӑншӑн питӗ кӑмӑллӑ.

Кил хуҫи хальлӗхе патшалӑхран пулӑшу илсе аталанма тӑхтаса тӑрать: майпен ӗрчеччӗр-ха, кайран курӑнарах парӗ, тет Фаних Фанилович. Мал ӗмӗтлӗ ҫыннӑн шухӑш-тӗллевӗ вара темӗн чухлех. Тӗрлӗ проекта пурнӑҫа кӗртме Куславкка тӑрӑхӗнчи культура пайӗ те пулӑшма хатӗр.


Марина Карягина, Святослав Петров