"Киберы" тесе цифра тытӑмӗнчи пултаруллӑ та хастар ертӳҫӗсен юхӑмне калаҫҫӗ. Вӗсене пурне те журналистика кӑсӑклантарать, фото тата видео ӳкерме юратаҫҫӗ, ҫырма та ӑста. Ку проекта хутшӑнакансем наци политикине аталантарас тӗлӗшпе ӗҫлӗҫ, ҫак ыйтӑва социаллӑ тытӑмсенче ҫутатӗҫ, ҫавӑн пекех республикӑри тата ҫӗршыври наципе культура пӗрлешӗвӗсемпе ҫыхӑну йӗркелемелле пулӗ.
Муркаш тӑрӑхӗнчи Ҫатракасси шкулӗнче 10-мӗш класра вӗренекен Ульяна Михайлова киберы проект пирки пӗлсенех унта хутшӑнма васканӑ. Хӗр ача 2-мӗш ҫул медиа ушкӑна ҫӳрет, тантӑшӗсене шкул пурнӑҫӗнчи хыпарсемпе паллаштарса тӑрать. Ҫавӑнпа та ку уншӑн питӗ кӑсӑклӑ пуласса шанать Ульяна.
Паянхи кун "Киберы" проект ҫӗршыври 12 регионта пурнӑҫланать.
Диана Иванова, Михаил Солин