Чӑваш Енре Кӑшарние хатӗрленеҫҫӗ

Республикӑра пӑрлӑ шыва кӗрекенсем валли ятарлӑ вырӑнсем йӗркелеҫҫӗ. Пурӗ ҫавӑн пек 200 яхӑн лаптӑк пулмалла. Вӑл шутра Шупашкарта  5 вырӑнта чӳхенсе тухма юрать.

Тӗп хулара халӑх яланхи пекех арҫынсен мӑнастирӗ ҫывӑхӗнче нумай пулӗ. Унта 2 вак каснӑ. Малтанхи ҫулсенче вара виҫҫӗ-тӑваттӑ таран пулнӑ вӗсем. Юлашки ҫулсенче Кӑшарнире шыва кӗрес текенсен йышӗ чакса пынине палӑртаҫҫӗ. Атӑл ҫинчи пӑр хулӑнӑшӗ 50-55 сантиметр. Хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнса вака йывӑҫ купель антараҫҫӗ. Унта тӳрех ик енчен икшер ҫын кӗрсе тухма пултарать.

Республикипе Кӑшарни тӗлне шыва кӗмелли 200 вырӑн хатӗрлеҫҫӗ. Кашнинчех ҫӑлавҫӑсем, медицина ӗҫченӗсемпе йӗрке хуралҫисем сыхӑ тӑрӗҫ. Ҫак тӗллевпе 500 ытла ҫынна явӑҫтарӗҫ. Ҫӑлавҫӑсемпе тухтӑрсем пӑрлӑ шыва кӗрес умӗн тӗплӗн хатӗрленме сӗнеҫҫӗ.

Шыва кӗрекенсене меллӗ пултӑр тесе Кӑшарни каҫӗнче обществӑлла транспорт ӗҫне тӑсаҫҫӗ.


Диана Иванова, Екатерина Фомина, Михаил Солин