Чӑваш Енре кӑҫал пӗр миллион ҫурӑ тонна выльӑх апачӗ янтӑлама палӑртнӑ

Ҫу каҫипе хресченӗн пӗр канӑҫ та ҫук. Вӑхӑтра акмалла, анасене ҫум курӑкран тасатмалла, халӗ тата тепӗр яваплӑ  тапхӑр ҫитрӗ - выльӑх апачӗ хатӗрлемелле. Кӑҫал пурӗ миллион  ҫурӑ тонна утӑ-улӑм, сенажпа силос янтӑлама палӑртнӑ. 

"Эмметево" хуҫалӑх хирӗнче ир пуҫласа каҫчен ӗҫ шавӗ тӑрать. Выльӑхсем валли тутлӑ та паха апат хатӗрлеме васкаҫҫӗ кунта. 2 пин те 200 ытла гектар лаптӑка тыр-пул тата пӑрҫа йышши культурӑсем, пӗр тата нумай ҫул ӳсекен курӑксем, куккурус йышӑнаҫҫӗ. Ӗне сӗчӗ чӗлхи ҫинче пулнине тӗпе хураҫҫӗ хуҫалӑхра.

Сӑвӑма ӳстернипе пӗрлех выльӑх йышне те кунта пысӑклатас тӗллевлӗ.  - Патшалӑх тӗрев пани хавхалантарать, - тет 20 ҫула яхӑн хуҫалӑх тилхепине тытса пыракан Юрий Лапшин. Техника паркне пӗлтӗр те, кӑҫал та пуянлатнӑ. Тӑкакӗсене республика хыснинчен саплаштарнӑ. Сӗтшӗн паракан субсиди те кӑмӑла ҫӗклет. Хӑватлӑ трактор-комбайн мӗн пур ӗҫе хӑвӑртрах, пахарах тума май парать.

Ҫав вӑхӑтрах выльӑх апатне вӑхӑтра тата технологие пӑхӑнса хатӗрлемеллине асӑрхаттарать Сергей Артамонов министр.  Унсӑрӑн пахалӑхне ҫухатма пулать. Ку вара мӗнле сӗт, аш-какай илессине те витӗм кӳрет. Ҫавна май выльӑх апатне лабораторире тӗрӗслеттермелле. Ҫакна хальлӗхе шутлӑ хуҫалӑх кӑна тунӑ. Кӑҫалхи ҫанталӑкӑн хивре кӑмӑлне пӑхмасӑр ӗҫ кал-кал пырать.

Выльӑх апатне вӑхӑтра тата ҫителӗклӗ янтӑлама хуҫалӑхсен пурте пур. Халӗ кашни уяр кунпа тухӑҫлӑ усӑ курма васкамалла, - теҫҫӗ республикӑн ял хуҫалӑх министерствинче.


Екатерина Фомина, Святослав Петров