Чӑваш Енре иккӗмӗш кун агропромышленность форумӗ ӗҫлет

Ял хуҫалӑх техники, удобрени, тӗрлӗ им-ҫам кӑларакансене, вӑрлӑхпа тивӗҫтерекенсене пӗрлештерчӗ. Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче йӑлана кӗнӗ "Уй кунӗ" курав ӗҫлет.

Уй кунӗ курав ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсене ҫӗнӗлӗхсемпе паллашма, пӗлӗве пуянлатма май туса парать. Техника паркне ҫӗнетес текенсем те кунтан пушӑ алӑпа каймаҫҫӗ. Патшалӑх пире тӗрев пани хавхалантарать, - теҫҫӗ хуҫалӑх ертӳҫисем. Тӑкаксен пӗр пайне вӗсене республика бюджетӗнчен саплаштараҫҫӗ. Ҫапла майпа иртнӗ ҫул кӑна республикӑра 2 миллиард ытла тенкӗлӗх 608 трактор-комбайн, ытти хатӗр туяннӑ. 100 гектар пуҫне 162 лаша вӑйӗ тивет. Ку кӑтартупа Чӑваш Ен Атӑл тӑрӑхӗнчи округра 3-мӗш вырӑнта пулнине пӗлтерчӗ регион пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Пилӗк ҫул каялла 9-мӗш пулнӑ. Курава тӑратнӑ хӑватлӑ техникӑпа кӑсӑкланакан йышлӑ, хӑшӗ-пӗрин хуҫисем те тупӑнчӗҫ.

Ял хуҫалӑх культурисене тӗрлӗ чир-чӗртен, хурт-кӑпшанкӑран мӗнле хӳтӗлемеллине те куравра тӗплӗн ӑнлантарса параҫҫӗ. Тӗрлӗ им-ҫам, удобрени кӑларакан предприятисен ҫӗр ӗҫченӗсене сӗнмелли пайтах. Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗн Чӑваш Енри филиалӗн специалисчӗсем те сӗнӳ -канашпа пулӑшма яланах хатӗр.

Уй кунӗ курава уҫнӑ май Ял хуҫалӑхӗнче нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлекенсене патшалӑх наградисемпе чысларӗҫ.  Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи "Коминтерн" хуҫалӑх ертӳҫи Альбина Новикова "Чӑваш Республикин хисеплӗ гражданинӗ" ята тивӗҫрӗ. Кооператив тилхепине вӑл 30 ҫула яхӑн тытса пырать, ҫур ӗмӗр - ял хуҫалахӗнче.

Уй кунӗ курав усӑллӑ та пӗлтерӗшлӗ ӗҫ-пуҫ пулнине унта хутшӑнакансем пурте ҫирӗплетрӗҫ. Хальхи йышши техника туянас текенсемшӗн тепӗр ырӑ хыпар пулчӗ.  Ял хуҫалӑх министерстви "Пегас-Агро" пӗрлешӳпе килӗшӳ турӗ. Чӑваш Енри ҫӗр ӗҫченӗсемшӗн удобрени сапмалли машинсем 3 процент йӳнӗрех пулӗҫ.

 

Екатерина Фомина, Димитрий Макаров