Чӑваш Енре граждан хӳтӗлевӗ енӗпе командӑпа штаб вӗренӗвӗ иртрӗ

Пӗлтерӗшлӗ тренировкӑна мӗн пур ятарлӑ служба хутшӑнчӗ. Тӗрлӗ пӑтӑрмаха сирсе яма ҫынсене хӳтӗлессишӗн яваплӑ специалистсен те, техникӑн та хатӗр пулмалла.  

Ку анлӑ вӗренӳ ҫӗршывӗпех пулчӗ. Пирӗн республикӑра та чрезвычайлӑ лару-тӑру вӑхӑтӗнче мӗн хыҫҫӑн мӗн тумалли йӗркене хӑнӑхрӗҫ. Тренировка темиҫе тапхӑрпа иртрӗ. Вӑл шутра техника паркне хак пачӗҫ. "Арена" пӑр керменӗн лаптӑкӗнче тӗрлӗ служба хӑйсем усӑ куракан машинсен куравне йӗркелерӗ. Пурӗ 60 ытла техника. Анатолий Милютин Шупашкар хулин электричество сечӗн службинче 30 ытла ҫул тӑрӑшать. Вӑл ҫутӑ сӳнсен электролинине юсама васкакансен йышӗнче. Шыравпа ҫӑлав служби те техника паркне ҫӗнетсех тӑрать.

Ветеринарсен те яваплӑхӗ пысӑк. Республикипе ку тытӑмра пурӗ 700 ытла специалист. 8 ҫул каялла Улатӑр тата Пӑрачкав тӑрӑхӗсенче сыснасене африка мурӗ ерсен патшалӑх ҫак службӑна техникӑпа ытларах тивӗҫтерме тытӑннӑ.

Раҫҫей Чрезвычайлӑ лару-тӑру министертствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗн ертӳҫи Валерий Зеленин кашни техникӑна пӑхса тухрӗ, тӗрлӗ службӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑсӑкланчӗ. Савӑнӑҫлӑ самант та пулчӗ. Нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшакансене ведомство наградисемпе чысларӗҫ.

 

Надежда Александрова, Димитрий Макаров