Чӑваш Енре ӗҫлӗ ҫӳревпе Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин пулчӗ 

Ҫӗршыв Пуҫлӑхӗ Чӑваш Ене Тутарстанран каҫпа кӑна ҫитрӗ. Ҫӳрев программинчи пӗрремӗш чарӑну Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи Рынкӑ Салинче пулчӗ. Сивӗ ҫанталӑкпа пӑхмасӑр Раҫҫей Президентне курас текенсем 5-шер сехет урамра тӑнӑ.

Владимир Путин Рынкӑ Салинче нумай пулмасть уҫӑлнӑ фельдшерпа акушер пункчӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашрӗ. Ӑна "Сывлӑх сыхлавӗ" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн хута янӑ. Медицина учрежденийӗ 740 ытла ҫын сывлӑхне асӑрхаса тӑрать. Кунта тӗрлӗ ыйтупа килекенсене пирвайхи пулӑшупа тивӗҫтермелли пӗтӗм май пур. Телемедицина мелӗпе вара  республикӑри сиплев учрежденийӗсенчи тухтӑрсемпе канашлама пулать. Владимир Путин, тӗслӗхрен, 2 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ район больницинчи участокри терапевтпа калаҫрӗ. Республикӑра ял ҫыннисене паха медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерессине пысӑк тимлӗх уйӑрнине палӑртрӗҫ. Ҫак тӗллевпе иртнӗ 3 ҫулта сывлӑх сыхлавӗн 175 объектне ҫӗнӗрен тунӑ е тӗпрен юсанӑ, 134 автомобиль туяннӑ.

Чӑваш Енӗн ҫитӗнӗвӗсене ҫӗршыв президенчӗ республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне халалланӑ канашлура пысӑк хак пачӗ. Уйрӑмах промышленность производствин ӳсӗмӗ тӗлӗнтернине палӑртрӗ. Чӑваш Ен ку кӑтартупа пӗлтӗрхи ҫул пӗтӗмлетӗвӗпе Раҫҫейре иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫак ҫитӗнӳре федераци центрӗн тӳпи пысӑк пулнине каларӗ. Тӗрлӗ программа пулӑшнипе хушма 1 пин те 800 ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ, 18 миллиард тенкӗ ытла инвестици явӑҫтарнӑ.

Калаҫура ҫавӑн пекех хӑмла ҫитӗнтерессине чӗртсе тӑратасси пирки сӑмах пуҫарчӗҫ. Чӑваш Енре паянхи куна Раҫҫейри мӗн пур симӗс ылтӑнӑн 90 процентне туса илеҫҫӗ. Ҫапах та патшалӑх пулӑшӑвӗсӗр аталанма йывӑртарах.

Владимир Путин видеоконференци мелӗпе канашлӑва хутшӑннӑ федераци министрӗсене ҫийӗнчех ҫак ыйтӑва татса пама хушрӗ. Анлӑ канашлура ҫавӑн пекех больницӑсем, ҫурт-йӗр тата ҫулсем тӑвасси, шкулсем хута  ярасси пирки калаҫрӗҫ.

Ҫӗрпӳри тепӗр пӗлтерӗшлӗ объектпа ҫӗршыв президенчӗ хӑй паллашрӗ. Тин алӑкне уҫнӑ культура аталанӑвӗн центрӗ - республикӑра пӗрремӗш. Ӑна "Культура" наци проекчӗпе хута янӑ.

Кунта 197 вырӑнлӑ зал, библиокафе, ӑсталӑха туптамалли тӗрлӗ класс йӗркеленӗ. Ҫӗрпӳсем халӗ хӑтлӑ майсенче концертсем, спектакльсем тата кино курма пултараҫҫӗ.

Ҫӳреве пӗтӗмлетсе Раҫҫей Президенчӗ Республика Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа тӗл пулчӗ. Владимир Путин, уйрӑммӑн илсен, Шуршӑлти Андриян Николаев ячӗллӗ асӑну комплексне тӗпрен ҫӗнетес ыйтӑва ырларӗ. Унта планетари, астрономи обсерваторийӗ тата сӑнав лаптӑкӗ тума палӑртаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне фонд управӑшне анлӑлатмалла.

Урамри ҫынсем вара ниме пӑхмасӑр канашлу вӗҫленичченех саланмарӗҫ.


Владимир Тимофеев