Шупашкар тӑрӑхӗнчен хаяр вӑрҫа 15 пин ытла салтак тухса кайнӑ. Вӗсенчен 6 пинӗшӗ киле таврӑнайман. Ҫавӑнпа та паттӑрсен ячӗпе йывӑҫ лартни ҫав тери пӗлтерӗшлӗ.
Халӗ Астӑвӑм сачӗ кунта та пулӗ. Вӑрҫӑра пуҫ хунӑ салтаксене асӑнса лартнӑ палӑк йӗри-тавра ертӳҫӗсем, волонтерсем, вӗренекенсем 26 йывӑҫ-тӗм лартса хӑварчӗҫ. Вӑл шутра туя, кӑвак чӑрӑш тата кедр. Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫак акцие хутшӑнни паянхи ӑру асаттесен паттӑрлӑхне асра тытнине, вӗсене сума сунине ҫирӗплетет, терӗ. Ырӑ ӗҫе кашниех хӑйӗн тӳпине хывма пултарать.
Республикӑра кӑҫал 25 гектар ҫинче 36 пин йывӑҫ-тӗм лартма палӑртаҫҫӗ. Пӗтӗмпе вара 2020-мӗш ҫултан пуҫласа 360 пин хунав вӑй илнӗ. Акци тӗрлӗ муниципалитетра малалла пырать.
Диана Иванова, Михаил Солин