Чӑваш Енре Атӑла вӗтӗ пулӑ ямалли тапхӑр пуҫланнӑ

Шупашкарти шыв управӑшне ҫак кунсенче 23 пин ытла ҫӗкӗ чӑмтарчӗҫ. Ку ӗҫе ҫу каҫиччен темиҫӗ хут тума палӑртаҫҫӗ.

Ҫак ӗҫе ятарлӑ комисси тӗрӗслесе тӑчӗ. Ун йышӗнче Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗн ҫумӗ Николай Охотин пулчӗ. Ҫапла майпа шыв ресурсӗсене этем тунӑ сӑтӑра саплаштаратпӑр, терӗ вӑл. Ҫӗкке Чӑваш Енӗн тата Раҫҫейӗн Хӗрлӗ Кӗнекисене кӗртнӗ. Ҫавӑнпа та унӑн йышне ӳстермелле. Вӗтӗ пулӑсемпе "Водоканал" пӗрлешӳ тивӗҫтернӗ. Кӗркунне тата 111 пин сазан Атӑла яма планлаҫҫӗ. Ҫапла майпа сайра тӗл пулакан пулӑсен шутне  ӳстереҫҫӗ.


Надежда Александрова