Республикӑра 16 ҫултан кӗҫӗнрех ачасемпе ҫамрӑксене хӑйсем тӗллӗн шыва кӗме чарнӑ, юнашар ашшӗ-амӑшӗн е вӗсемшӗн яваплисен пулмалла. Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем нумай пулмасть ҫакӑн пек саккун йышӑннӑ. Пӑхӑнманшӑн административлӑ явап тыттарӗҫ. Салху статистика ҫирӗп утӑмсем тума хистет. Шыв хӗрринче канакансем хӑрушсӑрлӑх пирки манса кайни инкек патне илсе ҫитерет, асӑрхаттараҫҫӗ ҫӑлавҫӑсем.
Иртнӗ вырсарникун каҫхине Шупашкарти Мускав ҫыранлӑхӗнче 14 тата 15 ҫулти ар ҫын ачасем путса вилнӗ. Вӗсем юраман тӗлте шыва кӗнӗ. Шел пулин те, виҫӗ сыпӑкри пиччӗшӗпе шӑллӗне ҫӑлса ӗлкӗреймен. Хулари Мускав район прокуратури ку тӗлӗшпе тӗрӗслев йӗркеленӗ. Темиҫе кун маларах тӗп пляжра 13-ри хӗр ача шыва кайнӑ. Вӑл ятарласа хатӗрленӗ вырӑнта чӑмпӑлтатнӑ, юнашар ашшӗ-амӑшӗ те пулнӑ, анчах ачине самантлӑха куҫран вӗҫертни ҫапла хӗн-хур кӑтартнӑ. Шыва кӗрекенӗн чӑн малтан, ҫӑлавҫӑсене мар, хӑйне шанса тӑмалла. Ҫакӑ ачасене те, аслисене те пырса тивет.
Республикӑра шыва кӗме 10 пляжпа 138 вырӑн хатӗрленӗ. Шыв ҫинче ҫынсен пурнӑҫне асӑрхаса тӑракан ятарлӑ комисси ӗҫне те вӑйлатмалла. Шупашкарта, калӑпӑр, вӗсем виҫҫӗ кӑна, патрульсем ытларах кирлӗ, рейдсем час-часах ирттермелле. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ хӑрушсӑрлӑх йӗркисене ҫирӗплетме хушрӗ. Тӗп хула пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Владимир Доброхотов та инкеке сирмелли майсене тимлӗх уйӑрмаллине палӑртрӗ, тӗп пляжа тӗрӗслеме хушрӗ.
Ирина Николаева, Дарья Петрова, Диана Иванова, Вадим Владимиров, Виктор Степанов, Игорь Ульянов