Чӑваш Енре ача-пӑча кӗнекин эрни пырать

Раҫҫейӗпех иртекен акцие йӑла тӑрӑх ҫуркуннехи каникул вӑхӑтӗнче йӗркелеҫҫӗ. Пирӗн республикӑра ҫак ӗҫ-пуҫа Халӑхсен Туслӑхӗн ҫуртӗнчи уявпа уҫрӗҫ.

Ҫак уяв историйӗ ҫӗршывшӑн йывӑр вӑхӑтра - 1943-мӗш ҫулта - ҫырӑнма пуҫланӑ. Кӑҫал ача-пӑча кӗнекин эрнине шӑпах Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 80 ҫулне халалланӑ. Туслӑх ҫуртӗнче тӗрлӗ куравпа паллашма, квестсене хутшӑнма май пулчӗ. Уяв эрни ҫыравҫӑсемпе кӗнеке илемлетекенсене, кӑларакансене, вулакансене, библиотекарьсене пӗрлештерет.

Уявра ыркӑмӑллӑх акцисене хутшӑнакансене, ҫӗршыв шайӗнчи конкурссен ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ. Республикӑри ачасем интернет саманинче те библиотека сукмакне такӑрлатни аслисене тем пек савӑнтарать. Мӗн вуланине пӗрле тишкереҫҫӗ, ӑмӑртусене хутшӑнса мала тухаҫҫӗ.

Лев Кассиль ҫыравҫӑ хӑй вӑхӑтӗнче ҫак ӗҫ-пуҫа Кӗнеке менельникӗ ят панӑ. Юмах-калаври сӑнарсемпе пичет кӑларӑмӗсем урлӑ паллашма кӑмӑллакансем ӑмӑртмалла тенӗ пек вулавӑша ҫӳреҫҫӗ. 2024-мӗш ҫулта ку енӗпе чи маттуррине уяврах палӑртрӗҫ. Шупашкарти 37-мӗш шкулта вӗренекен Альвина Горбунова пӗлтӗр 112 кӗнеке вуланӑ.

 

Алиса Александрова, Игорь Ульянов