Летчиксене Шупашкарта юрӑ-ташӑпа тата ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ. Чӑваш Ене авиаци ушкӑнӗ тӑваттӑмӗш хут килчӗ.
Летчиксен анлӑ та кӑсӑклӑ программа пулать. Вӗсем шкул ачисемпе тата Александр Кочетов ячӗллӗ Кадет корпусӗн вӗренекенӗсемпе тӗл пулӗҫ. Ку пӗлӳ учрежденинче Раҫҫейӗн сывлӑшпа космос ҫарӗсем валли специалистсене хатӗрлеҫҫӗ. Пилотсене 200-мӗш номерлӗ ача садӗнче те кӗтеҫҫӗ. Ӑна 9 ҫул каялла уҫнӑ, авиаушкӑн ятне панӑ. Пилотсен хатӗрленӳ вӗҫевне шӑматкуна палӑртнӑ. Вырсарникун вара Шупашкар хулинче пурӑнакансемпе хӑнисем валли "Стрижи" ушкӑн ҫур сехете тӑсӑлакан авиашоу парнелет. Пилотсенчен хӑшӗ-пӗри Шупашкарта унччен те пулнӑ. Сӑмахран, Вадим Демин кунта виҫҫӗмӗш хут. Чӑваш Ене вӑл кашнинче хаваспах вӗҫсе килнине палӑртрӗ.
Оксана Верликова, Андрей Шоклев