Пурӗ республика хыснинчи укҫапа 21 троллейбус туянаҫҫӗ. Ӗпхӳре туса кӑларакан техникӑна Чӑваш Правительствин вице-премьерӗ Павел Данилов тата Транспортпа ҫул-йӗр хуҫалӑх министрӗ Максим Петров хакларӗҫ. Павел Данилов руль умне те ларса курчӗ. Сергей Моисеев 20 ҫул ытла 1-мӗш депора ӗҫлет. Нумай ҫул водительте тӑрӑшнӑ, халӗ - депо пуҫлӑхӗн ҫумӗ. Ҫӗнӗ троллейбуссем меллӗ пулнине водительсем те, пассажирсем те туйса илнӗ.
Пурӗ вара кӑҫал ҫулталӑк вӗҫлениччен республикӑна тата 132 троллейбус илсе килме планлаҫҫӗ. Вӑл шутран 40-шне - "Хӑрушлӑхсӑр паха ҫулсем" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн. Ҫакӑ техника паркне палӑрмаллах ҫӗнетме пулӑшӗ. Вӗсенче хальхи тӳлев мелӗсемпе усӑ курма пултарни те ҫӑмӑллӑх.
Ҫӗнӗ троллейбуссене Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫыхӑнтаракан 60-мӗш, 61-мӗш тата 62-мӗш маршрутсемпе кӑларӗҫ. Ҫавӑн пекех химиксен хулинче ҫӗнӗ маршрутсем уҫма тата "Чӑваш транспорт управленийӗн" паркне улӑштарма усӑ курӗҫ.
Надежда Александрова, Святослав Петров