Ырӑ ӗҫе хутшӑннисем гуманитари пулӑшӑвне Шупашкарти хавшак сывлӑхлӑ ачасен 1-мӗш шкулне илсе килнӗ. Кунта темӗн те пур: канцеляри хатӗрӗсемпе тултарнӑ кутамккасем, парттӑсем, мечӗксем, теттесем, гигиена хатӗрӗсем, апат-ҫимӗҫ тата ытти япала.
Запорожье облаҫӗнчи Бердянск районне Чӑваш Ен тӗрлӗ енлӗн пулӑшса пыма хӑй хӳттине илнӗ. Гуманитари пулӑшӑвне те шӑпах вӗсем мӗн ыйтнипе йӗркеленӗ. Пархатарлӑ ӗҫрен никам та айккинче юлман. Черетлӗ пулӑшӑва "Пӗрле" фонд, республикӑри хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗ, предприятисемпе организацисем, вӗренӳ учрежденийӗсем пуҫтарнӑ.
Бердянск районне пурӗ 20 тонна ытла гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатрӗҫ.
Диана Иванова, Андрей Шоклев