Чӑваш Ен Юрий Гагарин ячӗпе иртекен авточупӑва хутшӑнчӗ

Пӗрремӗш космонавт Юрий Гагарин ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитрӗ. Ҫакна халалласа Раҫҫейри космонавтика музейӗсен Ассоциацийӗ тата "Русские Витязи" Фонд авточупу йӗркеленӗ. Инҫе ҫула тухнӑскерсем пӗр кунлӑх Чӑваш Енре чарӑнчӗҫ.

Мускавран ҫула тухнӑ ушкӑн машин караванне тӑсса малтанах Шупашкар ҫывӑхӗнчи Криккакасси ялне ҫул такӑрлатрӗ. Кунти "Космоса парӑнтарнисене халалланӑ садра" хӑнасене яланах тарават. Хуҫалӑх ертӳҫи Юрий Соколов авточупӑва хутшӑнакансене пуян сӗтелпе, калама ҫук ӑшшӑн кӗтсе илчӗ. Кашнинех асра юлмалӑх парне парса савӑнтарчӗ. Унтан пухӑннисем пархатарлӑ ӗҫе пуҫӑнса шерте ҫине ялавсем карӑнтарчӗҫ. Гимнсем янратса Раҫҫей, Казахстан, Чӑваш Ен унтан "Роскосмос" ялавӗсене ҫӗклерӗҫ.

"Байконур" космодром вырнаҫнӑ Казахстан ҫӗршывӗнчен тата Мускавпа Питӗр хулинчен килнӗ пысӑк делегаци садри "Космонавтсен пӗрремӗш ушкӑнне" халалланӑ палӑк умне чечексем хучӗ. Унтан Юрий Гагарин ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ ятпа йывӑҫ лартма пуҫӑнчӗҫ.

Ҫак асӑну садӗнче иртнӗ ҫулсенче 3 космонавт пулса курнӑ. Вӑл шутра Олег Артемьев Раҫҫей геройӗ икӗ хут та. Кашниех кунта асӑнмалӑх йывӑҫсем лартса хӑварнӑ. Криккакасси таврашӗ ҫапла ешерсе пынине курса ял-йыш чунтан хӗпӗртет.

Казахстанран килнӗ юлташӗсенчен Юрий Соколов космоса вӗҫтермешкӗн черетлӗ чӑваш ялавӗпе хӑмла парса ячӗ. Кун пекки халиччен историре те пулман. Ҫавӑн пекех тӗлпулӑва хутшӑннӑ Коопераци институчӗн ушкӑнӗ те тӗнче уҫлӑхне ярса килме пӗлӳ учрежденийӗн ялавне пачӗ.

"Космоса парӑнтарнисен" паркӗнче пулнӑ хыҫҫӑн экспедициллӗ авточупу Шупашкара ҫул тытрӗ. Вӗсене кӗтсе Гагарин палӑкӗ умӗнче халӑх савӑнӑҫлӑ митинга пухӑннӑ. Кунтах Байконурта хӗсметре пулнӑ ҫар ҫыннисен ушкӑнӗ те ҫитнӗ. Ветерансем Юрий Алексеевич пирки мӑнаҫланса калаҫрӗҫ. Ахальтен мар, этемлӗхӗн тӗнче уҫлӑхне парӑнтарас ӗмӗтне 63 ҫул каялла ӑна пурнӑҫлама пӳрнӗ. Ун чухне 27 ҫулти аслӑ лейтенант Юрий Гагарин космосра 108 минут пулнӑ. Ҫак пулӑм ӗмӗрлӗхех историне ҫырӑнса юлнӑ. Пӗрремӗш космонавт умӗнче пуҫ тайса пухӑннисем палӑк умне чечексем хучӗҫ. Хамӑрӑн Андриян Николаева аса илсе ҫак авточупу пирӗншӗн пысӑк чыс тесе хӗпӗртерӗҫ.

Авточупура Чӑваш Енрен икӗ ҫын хутшӑнать. Вӗсем: Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ ҫар летчикӗ Николай Казанцев тата Елена Светлая ҫыравҫӑ. Инҫе ҫула тухнӑ ушкӑн Шупашкарти 10-мӗш шкулпа Шуршӑлти Андриян Николаев ячӗллӗ мемориал комплексӗнче те пулчӗҫ. Малалла вара Чӗмпӗр, Самар, Сарӑ Ту, Оренбург хулисем урлӑ Байконура ҫитме палӑртаҫҫӗ.

 


Алексей Енейкин, Виктор Чугаров