Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн ёлкинче республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи пин ытла ача пулса курчӗ

Вӗсене Трактор тӑвакансен культура керменне йыхравларӗҫ. Уяв хӑнисем Ҫӗнӗ ҫул юмахӗ курма пултарчӗҫ. Ӑна ҫӗнӗлӗхсене шута илсе хатӗрленӗ. Тата, паллах, савӑк кӑмӑлпа пӗрлех ачасене пылак кучченеҫ парнелерӗҫ.

Республикӑн тӗп ёлкинче пулса курма ҫулталӑкӗпех тӑрӑшса ӗҫленисем тивӗҫеҫҫӗ. Кам вӗренӳре, хӑшӗ пултарулӑхра, теприсем спортра ҫитӗнӳсем тунӑ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ывӑл-хӗрне те пысӑк тимлӗх. Шефа илнӗ Запорожье тӑрӑхӗнчи Бердянск районӗнчен Ҫӗнӗ ҫул умӗн Чӑваш Ене килнӗ 41 ачана та уява йыхравланӑ.  Патӗрьел тӑрӑхӗнчи Дима Максимов республика ертӳҫи ёлкинче халиччен пулса курман,  ӑсталӑхне пула ҫак хисепе тивӗҫнӗ.

Пӗтӗмӗшле пин ытла ача уява пуҫтарӑннӑ. Вӗсен йышне кура ёлка та икӗ куна пынӑ. Йӗркелӳҫӗсем кашнинчех уява хӑйне евӗр  ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Халӗ ӑна ҫитес ҫулхи Экологи ҫулталӑкне тата паянхи технологисене халалланӑ. Ҫавна май вӑрманти ешӗл чӑрӑш вырӑнне кунта эко-чӑрӑш илемлетнӗ. Сцена ҫинче юмахри сӑнарсемпе пӗрле нейросете те курма пулать  - ҫакӑ ҫитӗнекен арӑва пулас профессине суйласа илме пулӑшасса шанаҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫулхи уявсем ачасене ыррине шанма, малашне те  тӑрӑшуллӑ пулма хавхалантараҫҫӗ.


Ирина Николаева, Дарья Ананьева, Святослав Петров