Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Патшалӑх Канашне ҫулсерен яракан Ҫырӑвӗпе паллаштарчӗ

Регион ертӳҫин тилхепине тытнӑранпа Парламент умӗнче вӑл тӑваттӑмӗш хут тухса калаҫрӗ. Депутатсем, правительствӑра ӗҫлекенсем, тӗрлӗ предприяти-организаци ертӳҫисем, обществӑлла пӗрлешӳ хастарӗсем Чӑваш патшалӑх филармони залне пухӑнчӗҫ.

Патшалӑх Канашне янӑ ҫырӑвӑн пӗрремӗш йӗркисенче - Геннадий Волков этнопедагог вӗрентӗвӗ. Иртнӗ ҫул республикӑра Телейлӗ ачалӑх, Раҫҫейре вара педагог ҫулталӑкӗ пулнӑ май, ку шухӑша палӑртни килӗшӳллӗ пулчӗ. - Нумай ӗҫ тума пултартӑмӑр, - терӗ Олег Николаев. Ҫамрӑк вӗрентекенсен йышӗ ӳснӗ-
12-рен 18 процента ҫитнӗ. 11 учитель Раҫҫей Президенчӗн Премине тивӗҫнӗ. Ачасене тӗрлӗ енлӗ аталанма майсем туса парасси те тимлӗхре.

Паянхи кун 6 ҫӗнӗ шкул ҫӗкленет, ҫитес виҫӗ ҫулта 49 пӗлӳ ҫуртне тӗпрен ҫӗнетмелле. Шупашкарти 4-мӗш лицей Раҫҫей геройӗ Роман Шалаев ячӗпе хисепленсе тӑрассине пӗлтерчӗ регион ертӳҫи. Ятарлӑ ҫар операцинче пуҫ хунӑ ентеш ҫак шкулта вӗреннӗ. Ҫапӑҫу хирӗнчен таврӑнайманнисене пӗр минут шӑп тӑрса асӑнчӗҫ.

Ҫӗнтерӗве ҫывхартас тесе республика ҫыннисем пысӑк тӳпе хываҫҫӗ.

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене  медицина пулӑшӑвӗ кӳрес тӗлӗшпе малалла та ҫине тӑрса ӗҫлемеллине палӑртрӗ Олег Николаев.  Пӗлтӗр 900 ветеран реабилитаци тухнӑ.

Кӑҫал Раҫҫейре ҫемье,  Чӑваш Енре экологи ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ.

Ӗҫе ҫакна шута илсе йӗркелемелле. Ҫемьесене пулӑшмалли майсем анлӑланса пыраҫҫӗ. Ҫавна май вӗсемпе тата ытти ӗҫ-пуҫпа паллаштаракан цифра сервисӗ кирлӗ. Ӑна Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ ҫитес икӗ ҫулта хатӗрлеме тӗллев лартрӗ. Ҫавӑн пекех кӑҫал социаллӑ тӳлевсене пӗлтӗрхи инфляци шайӗпе индексацилеме хушрӗ. Нумай ӗҫ тӑвакан ҫемье центрӗсен шучӗ те ӳсмелле. Пӗлтӗр вӗсем Шупашкарта тата Канашра ӗҫлеме пуҫланӑ. Кӑҫал тата тепӗр иккӗ хута ямалла. Тӑлӑхсене, нумай ачаллӑ ҫемьесене пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтересси те тӗп вырӑнта пулать. Экологи ыйтӑвӗсемпе ӗҫлемелли те пайтах. Кӑҫал Шупашкарта ҫумӑр-юр шывӗсене тасатмалли икӗ сооружени тума палӑртнӑ. Ҫӑл куҫсен цифра карттине те хатӗрлес тӗллевлӗ.

Ҫӗр ӗҫченӗсен кӑтартӑвӗсем уйрӑмах савӑнтараҫҫӗ. Ял хуҫалӑх продукцийӗ хамӑр валли те, чикӗ леш енне ӑсатма та ҫителӗклӗ. Суту-илӳ тума ҫӑмӑлрах пултӑр тесе агрегаторсем тӑвас тӗлӗшпе ӗҫлемелле. Ҫав шутра фермер пасарӗсене Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта  кӑна мар ытти муниципалитетсенче те йӗркелеме ыйтрӗ Олег Николаев. Садиксенче агролабораторисем тӑвассипе малалла тӑрӑшмалла. 
Патшалӑх Канашне янӑ ҫырупа паллаштарма Олег Николаева сехет те ҫирӗм минут кирлӗ пулчӗ.  Экономика, промышленноҫ, сывлӑх сыхлавӗ, вӗрену, спорт, культура - тӗпрен илсен мӗн пур отрасле тишкерсе тухрӗ вӑл.

Тӗллевсене палӑртнӑ, вӑраха ямасӑр вӗсене пурнӑҫа кӗртме пуҫлӑпӑр, - терӗҫ ҫакӑншӑн яваплӑ министрсем, ведомство ертӳҫисем.


Екатерина Фомина, Андрей Шоклев, Виктор Степанов, Димитрий Макаров, Вадим Владимиров, Игорь Ульянов