- Нимӗҫ фашисчӗсене ҫапса аркатнӑ кукаҫи-асаттесен тӗслӗхӗпе, чӑн-чӑн арҫынсем ӗмӗртен-ӗмӗре тӑван ҫӗре хӳтӗленине тӗпе хурса, эпӗ те фронта каяс терӗм, - палӑртать Сергей Иванович.
Тӗрлӗ пӗрлешӳ, волонтёрсен ушкӑнӗсем тӑрӑшнипе кирлӗ япала самай пуҫтарнӑ. Хастарсем хатӗрлекен типӗ яшкаран пуҫласа хӑватлӑ техника таранах. "Водоканал", "Горсвет" пӗрлешӳсем, Сывлӑх сыхлавӗн министерстви, сӑмахран, пӗрер машин панӑ.
Хальхипе ятарлӑ ҫар операцийӗ пыракан вырӑна Чӑваш Енрен 41-мӗш хутчен гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатрӗҫ.
Алиса Александрова, Святослав Петров