Чӑваш ҫӗрӗнче ӗненӳшӗн асап курса ҫветтуйсен йышне кӗнисен кунне паллӑ турӗҫ

Уяв Улатӑр тӑрӑхӗнчи Первомайски поселокӗнче иртрӗ. Кунта «Асӑну ҫурти» палӑк уҫрӗҫ. 

Ҫак турӑшра 20-мӗш ӗмӗрте чӑн тӗншӗн асап тӳссе вилнӗ тата хӗн курнӑ ҫветтуйсен сӑнӗсене кӑтартнӑ. Вӗсем Чӑваш ҫӗрӗнче ҫуралса ӳссе е республикӑра ӗҫлесе пурӑнса ҫӗре кӗнӗскерсем. Списокра пурӗ 21-ӗн. Вӗсен ячӗпе чиркӳ календарӗнче палӑртнӑ уяв кунӗнче Турра ӗненекенсем Улатӑр тӑрӑхӗнчи Первомайски поселокне пуҫтарӑнаҫҫӗ. Ҫак вырӑнта ӗҫлесе юсанмалли колони-тӗрмере ларнӑ ҫынсене пытарнӑ масар пулнӑ. Темиҫе теҫетке ҫул каялла кунта ҫул-йӗр те палӑрман - ятсӑр тӗмескесем ҫеҫ курӑнса ларнӑ. Колонире асап тӳснӗ  юлашки ҫын кунта 60-мӗш ҫулсенче ӗмӗр канлӗх тупнӑ. Первомайски ҫӗрӗ айӑпсӑрах айӑпланисене, синкерлӗ ҫулсенче шар курнисене йышӑннӑ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ – чиркӗве хӗсӗрленине кура инкек тӳснисем.

Уҫӑ вырӑнта тӗп кӗлӗ йӗрки – Литурги иртрӗ. Виҫӗ архиерей – Шупашкар, Канаш, Улатӑр епархийӗсен пуҫлӑхӗсем, мӑнастирсен настоятелӗсем тата Чаваш митрополийӗн 40 священникӗ, чиркӗве ҫӳрекенсем, паломниксем, колонире асап тӳснисен тӑванӗсем – пурте пӗрле чӑваш ҫветтуйӗсене  асӑнса кӗл турӗҫ.

Чӑваш ҫӗрӗнче асап тӳснӗ ҫветтуйсен кунӗнче Первомайски поселокӗнче «Асӑну ҫурти» ятлӑ палӑк уҫрӗҫ. 12 метр ҫӳллӗшскер аякран ҫунакан ҫурта евӗр курӑнать. Чи ҫӳлте – асап тӳснисем Турӑ хӳтлӗхӗнче пулнине сӑнарлакан Пирӗшти. Палӑк ҫывӑхне пырсан решетке витӗр ҫурта тытнӑ алӑ тӑсӑлнине куратӑн. Ҫунакан ҫурта – Турра кӗл тунине сӑнарлакан паллӑ.  Ҫак палӑк халь пурӑнакансене тата пирӗн хыҫҫӑн килекенсене, ҫӗршыв историйӗн юнпа, тарпа, куҫҫульпе ҫырӑннӑ тапхӑрӗсем ҫинчен манмасӑр, асап тӳснӗ ҫветтуйсен ячӗсене асра тытма чӗнет. 

 

Надежда Александрова, Роза Деменцова, Зинаида Паршагина