Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ӳснӗ продукци чикӗ леш енче те паха тавар шутланать

Ҫак кунсенче Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче аталанса пыракан "Пакша" предприяти урӑх ҫӗршыва шурӑ горчица ӑсатнӑ.

Предприяти ял хуҫалӑх ӗҫне 3 ҫул каялла кӳлӗннӗ. Малтанласа 200 гектар ҫинче тӗш-тырӑпа ӗҫленӗ. Пӗр ҫулхине ҫанталӑка пула тухӑҫпа савӑнайман. Алӑ усман, урӑх культура акса  пӑхас тенӗ.

Тыр-пул акса ӳстернӗ чухне управӑшсем ҫуккипе тухӑҫа уйран тӳрех ӑсатнӑ. Ал-ура ҫавӑрма пуҫласан ангар туса лартнӑ, техника паркӗнче комбайн, 2 трактор, йывӑр тиевлӗ 2 машин пур. Халӗ горчицӑна мала хуракансем пӗлтӗр ӑна 320 гектартан пухса илнӗ. Мӗн акса ӳстернине ют тӑрӑха пӗрремӗш хут ӑсатнӑ чутайсем. Хальлӗхе 44 тонна. Ӑнӑҫсан аякри предприятисемпе ҫыхӑнӑва ҫирӗплетсех пырасшӑн. Пирӗн ҫӗршыври хуҫалӑхсен уйӗсем ытларах сарӑ горчицӑпа хумханнине курма пулать. Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнчи "Пакша" предприяти урӑх сортпа ӗҫлет.

Хӑйӗн аталану ҫул-йӗрне палӑртса хунӑ пӗрлешӳ ҫӗр лаптӑкне анлӑлатса, техника шутне ӳстерсе пырасшӑн. Паллах, кашни утӑмӗ укҫа-тенкӗпе ҫыхӑннӑ, патшалӑх пулӑшӑвӗсӗр ҫӑмӑл мар. "Ял хуҫалӑх министерствин тӗревне аван туятпӑр, хамӑра тивекен кирек епле субсидипе те усӑ куратпӑр", - тет хуҫалӑх ертӳҫи Иван Владимиров.


Алиса Александрова, Екатерина Янгалакова