Тӗп хулари ку ҫӗнӗ микрорайон сарӑлсах пырать, ҫамрӑк ҫемьесен шучӗ те нумайланать. Ҫавӑнпа та ҫӗнӗ пӗлӳ ҫурчӗ кирли каламасӑрах паллӑ. Шкул 4 хутлӑ. Унта пин те 500 ача вӗренме пултарать. Паянхи куна объект 85 процент хатӗр. Пурӗ 200 ытла рабочи вӑй хурать. Пӗр ушкӑнӗ шалта хӑтлӑх кӳрет, тепри шкул таврашне тирпейлет. Ӗҫсем кал-кал пыраҫҫӗ.
Вӗренӳ министрӗ ҫав-ҫавах хӑвӑртлӑха ӳстерме ыйтрӗ. Шкул садикпе тата Чӑваш патшалӑх университечӗпе юнашар вырнаҫнӑ. Ҫакӑ вара пӗрлӗхлӗ вӗренӳ центрӗ йӗркелеме май парать. Ачасем кунта биологи, хими, физика, математика енӗпе тарӑн пӗлӳ илӗҫ. Ҫавӑн пекех инженери класӗсем, лабораторисем пулӗҫ. Спорт тӗлӗшӗнчен аталанма та майсем ҫителӗклӗ - бассейн, 3 спорт залӗ, стадион. Сывлӑх енчен хавшак ачасем кӗрсе тухма хӑтлӑ майсем тунӑ, машинсем чарӑнмалли ятарлӑ лаптӑк та пӑхса хунӑ. Кабинетсене йӑлтах хальхи вӗренӳ хатӗрӗсемпе тивӗҫтерӗҫ.
Ҫӗнӗ шкул кӑҫал уҫӑлмалла. Вӑл 2-мӗш гимназин корпусӗ пулӗ.
Диана Иванова, Вадим Владимиров