Чӑн-чӑн патриот, ҫитӗнекен ӑрушӑн пур енӗпе те тӗслӗх

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗн институтӗнче пирӗн мухтавлӑ ентеш - Николай Гаврилов Раҫҫей Геройӗ ҫинчен ҫырнӑ "Позывной Маэстро" ятлӑ кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ. Ҫавӑн пекех кунта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премин кӑҫалхи лауреачӗсене чысларӗҫ.

Савӑнӑҫлӑ каҫа Зинаида Козлова ертсе пыракан "Уяв" халӑх ансамблӗ уҫрӗ - вӑл та Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ. Ҫеҫпӗлҫӗсен речӗ ҫулсерен чӑвашлӑх ӗҫне тӑвакан мухтава тивӗҫлӗ ҫынсемпе сумлӑлансах пырать. Кӑҫалхисем - темиҫе ҫул республикӑн культура министрӗнче ӗҫленӗ Константин Яковлевпа Николай Гаврилов генерал-лейтенант,  Раҫҫей Геройӗ, ҫӗршыври чӑвашсен федераци наципе культура автономийӗн ертӳҫи.

Николай Гаврилов - чӑн-чӑн патриот, ҫитӗнекен ӑрушӑн пур енӗпе те тӗслӗх. Ҫакна унӑн "Позывной Маэстро" ятлӑ кӗнекине вуласа тухнӑ ҫамрӑксем те, Канаш тӑрӑхӗнчи Янкӑлч ялӗнчи ун ячӗпе хисепленекен шкулта вӗренекен Павел Гаврилов кадет та ҫирӗплетрӗҫ. Янкӑлчра ҫуралса ӳснӗ пулас Паттӑр лётчик хӗрӳ ӗмӗтпе Сызраньти ҫарпа авиаци училищине вӗренме кайнӑ, унтан сывлӑш ҫар академине, лётчик-испытательсен шкулне пӗтернӗ.

Совет Союзӗнчи Патшалӑх хӑрушсӑрлӑхӗн комитечӗн Чикӗри ҫар авиацийӗнче хӗсметре тӑнӑ. Афган вӑрҫине хутшӑнса, вӑл вортолёт командирӗнчен эскадрилья ертӳҫине ӳссе ҫитнӗ. Ҫирӗп кӑмӑллӑ чӑваш ывӑлӗ ҫар тивӗҫӗпе 3 пин хут ытла сывлӑша ҫӗкленнӗ, вертолётне Кӑнтӑр тата Ҫурҫӗр полюсӗсене, Эльбрус тӑвӗ ҫине антарса лартнӑ.

Николай Гаврилов ҫинчен ҫырнӑ кӗнеке паянхи кун, ҫӗршывӑмӑршӑн ҫӑмӑл мар тапхӑрта, уйрӑмах кирлӗ. Кунта - Совет Союзӗ вӑхӑтӗнчи ҫарти истори тӗлӗшӗнчен пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем, терроризма хирӗҫ кӗрешни: чӑн пурнӑҫри хӑрушӑ та яваплӑ, ҫыннӑн ҫирӗплӗхне тӗрӗслекен самантсем яр уҫҫӑн тухса тӑраҫҫӗ. "Наследие" издательство ҫурчӗн пуҫлӑхӗ тата тӗп редакторӗ Сергей Суслин каланӑ тӑрӑх, ҫар эксперчӗсем, историксем, лётчиксем, ҫыравҫӑсемпе редакторсем пӗрле канашласа кӑларнӑ кӗнеке вулакан чун-чӗрине ярса илекен историпе публицистика хайлавӗ пулса тухнӑ.

"Герой пулма тӗллев лартмалла мар, ҫын пулма, пурнӑҫра хӑвӑр суйласа илнӗ ӗҫе пуринчен лайӑх тума тӑрӑшмалла", - тет Николай Гаврилов. Унпа пӗрле уява килнӗ тепӗр икӗ Николай Фёдорович та, Раҫҫей писателӗсен союзӗн ертӳҫи Иванов полковник тата Чӑваш патшалӑх канашӗн депутачӗ Угаслов, ҫаплах шутлаҫҫӗ.

Гуманитари институтӗнче вилӗмсӗр Ҫеҫпӗл Мишши сӑвӑҫ ячӗпе иртнӗ тӗлпулупа ун ячӗллӗ премин ҫӗнӗ лауреачӗн патриотла кӗнекин хӑтлавӗ  паян пирӗн нихҫанхинчен ытла пӗрле пулмаллине ҫирӗплетекен уяв пулса тӑчӗ.

 


Марина Карягина, Димитрий Макаров