Пионерсен пирвайхи ушкӑнӗсене 1922-мӗш ҫулта иртнӗ комсомол конференцийӗнче йӗркелеме йышӑннӑ. Совет Союзӗ саланса кайнӑранпа ку куна анлӑн уявлама пӑрахнӑ пулин те, ҫак юхӑм хӑйӗн вӑйне ҫухатман. Хальхи вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ача-пӑч обществӑлла пӗрлешӗвӗсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Пионера йышӑннине халалланӑ уява ирттерме ахальтен мар СССР музейне суйласа илнӗ. Кунта совет саманинчи йӑла-йӗркене ҫирӗп тытса пыраҫҫӗ.
Ачасен яваплӑхне, хастарлӑхне тата туслӑхне ӳстерес тӗллевпе 55-мӗш шкулти педагогсем ятарлӑ программа хатӗрленӗ. Никӗсӗнче - пионерсен йӑли-йӗрки. Хӗрлӗ галстук ҫыхма вӗренӳре ӗлкӗрсе пыракансем, хӑйсене лайӑх тытакансем тата обществӑлла ӗҫе хастар хутшӑнакансем тивӗҫ пулнӑ. Ку шухӑша ачасен ашшӗ-амӑшӗ те ырланӑ.
16 шкул ачи лайӑх вӗренме, ҫӗршывшӑн юрӑхлӑ ҫын пулма тупа турӗ, пионерсен юррине шӑрантарчӗ. 55-мӗш шкулта ку йӑлана малалла та аталантарас тӗллевлӗ.
Леонид Петров, Виктор Степанов