Ку округри 98 ялта 20 пин ытла ҫын пурӑнать. Вырӑнти райпо 370 ҫынна ӗҫпе тивӗҫтерет. Тӗрлӗ шайри бюджета килсе тӑракан налук тӳлевӗ ҫулсерен 70 миллион ытла тенкӗпе танлашать. Экономика министерствинчен палӑртнӑ тӑрӑх, 2023-мӗш ҫулта ӗҫ калӑпӑшӗ 1 миллиард та 200 миллиона ҫитнӗ. Муркашри тытӑм Раҫҫей Центросоюзӗн "Миллиардерсен клубне" кӗнӗ. Вӑл йышра ҫӗршыври ӑнӑҫлӑ ӗҫлекен 6 райпо. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчех йӗркеленӗ тытӑм кӑҫал 80 ҫул тултарнӑ. Вун-вун ҫул хушшинче чылай улшӑну пулса иртнӗ.
Ҫакӑ паянхи кун специалистсене тупма йывӑррипе те ҫыхӑннӑ. Хальхи йышши хатӗрсем вара ӗҫӗн ытларах пайне хӑйсем ҫине илеҫҫӗ. Муркашра кунне 2 тонна ҫӑкӑр пӗҫерсе кӑлараҫҫӗ. Ытти ҫимӗҫ те сахал мар. Кунта продукци калӑпӑшне мар, пахалӑхне малти вырӑна хураҫҫӗ. Нумай пулмасть хута янӑ цехра та ӗҫ вӗрет. Кунта 6-ӑн тӑрӑшаҫҫӗ.
Муркаш тӑрӑхӗнче апат пӗҫерсе упрамалли оборудовани те туяннӑ, ҫавӑн пекех ку тӑрӑхра ялшӑн ҫӗнӗ пулӑм вӑй илсе пырать. Ку вӑл хатӗр апата киле илсе ҫитерсе парасси. Аякра вырнаҫнӑ, сахал ҫын пурӑнакан ялсене автолавка тухса ҫӳрет.
Пӗлтӗр Муркашри райпо "Шкулти апатлану" проекта хутшӑннӑ. Унтанпа кулленех 13 шкулти 2 пин ытла ачана вӗри апатпа тивӗҫтереҫҫӗ.
Алиса Александрова, Бахтияр Велиев