Ҫӗршыври тата чикӗ леш енчи ӑсчахсем славянпа тӗрӗк халӑхӗсене хумхантаракан ыйтусене сӳтсе яврӗҫ

Чылай ӗмӗр туслӑхпа килӗшӳре аталанса пӗр-пӗрин культурипе пуянланнӑ халӑхсен паян кун та ним пайламалли те ҫук. Шупашкарта тӗрлӗ ҫӗршыв ӑсчахӗсене пӗрлештерекен "Славянпа тӗрӗк тӗнчи: аваллӑх тата хальхи вӑхӑт" конференци иртрӗ. Ӑна республикӑри аслӑ шкулсем пулӑшнипе Вӗренӳ министерстви тата "Знание" пӗрлешӳ йӗркелерӗҫ.

Тӗп хуламӑр, Чӑваш ҫӗрӗ пуҫласа славянпа тӗрӗк халӑхӗсен пӗрлӗхне халалласа ҫӗршыв шайӗнчи анлӑ конференци ирттерчӗ. Паянхи ҫӑмӑл мар лару-тӑрура унӑн пӗлтерӗшӗ калама ҫук пысӑк тесен те юрать. Ҫавӑнпа та унта Раҫҫейрен ҫеҫ мар, ытти ҫӗршывран та сахал мар ӑсчах килсе ҫитнӗ.

Азербайджан, Беларуҫ, Казахстан, Кӑркӑсстан, Узбекистанпа Таджикистан тата Раҫҫейӗн 25 регионӗнчен килнӗ хӑнасем малтанах пленарлӑ ларура пухӑнчӗҫ. Сумлӑ йышра: историксемпе чӗлхеҫӗсем, социологсемпе этнологсем, литературӑпа фольклор тӗпчевҫисем тата ыттисем те. Ӑсчахсем славянпа тӗрӗк халӑхӗсен ӗмӗрхи ҫыхӑнӑвне уҫӑмлатакан тӗплӗ докладсем вуларӗҫ. Вӗсене конференци уҫӑлнӑ ятпа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламларӗ.

Регион ертӳҫи ҫак калӑпӑшлӑ наукӑпа практика конференцийӗ Чӑваш Енре иртни республикӑшӑн пысӑк чыс пулнине палӑртрӗ. Тӗнчери пӑлхануллӑ вӑхӑт пире анӑҫ хистекен кирлӗ-кирлӗ мара сивлесе Ази енчи ҫыхӑнусене ҫирӗплетме май панине каларӗ. Унта вара  пирӗн сӗм авалхи тӑванлӑ халӑхсем тӗпленнӗ.

Тӗнчере паян 350 миллион ҫынна славянсен йышне кӗртеҫҫӗ. Вӗсенчен 105 миллионӗ - Раҫҫейри вырӑс халӑхӗ. Ҫӗршыври тепӗр 40 ытла миллион ҫын - ытти этнос этемми. Вӗсенчен 11 миллионӗ - тӗрӗксем. Вӑл йышра - сӑвар-пӑлхар йӑхӗсенчен тухнӑ паянхи чӑвашсем те.

Хальхи вӑхӑтра пирӗн йышра миллион ытла ҫын. Чӑннипе вара чӑвашсен шучӗ 30 миллионран та иртмелле, текен шухӑш та пулчӗ конференцире. Анчах та, ҫынсем тӑван халӑх историне ниме хумасӑр чӗлхепе культурӑран писсе пыни ҫакӑн патне илсе ҫитернӗ те. Ытти ҫӗршывсенчен килнӗ ӑсчахсем вара ҫак чӑнлӑха ӑнланма та пултараймастпӑр, теҫҫӗ. Чӑвашсем пин-пин ҫул каяллахи чи аслӑ тӗрӗксем пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ вӗсем. Паян кун эпир хамӑр та иккӗленсе ӑнланакан хӑш-пӗр сӑмахсен пӗлтӗрӗшӗсем те вӗсене ҫывӑх пулнине калаҫҫӗ.

Нумай нациллӗ Раҫҫей патшалӑхӗ кирлӗ вӑхӑтра хӑй таврари тӗрӗксене пӗрлештерсе халӑхсене тӗрлӗ вӑрҫӑ-харҫӑран та сыхласа хӑварнӑ. Ҫапла майпа пирӗн несӗлсем авалхи йӑла-йӗркепе ӗмӗрхи хаклӑхсене типтерлӗн упраса паянхи ӑру патне илсе ҫитерме пултарнӑ. Ҫав вӑхӑтрах пӗр-пӗрин культурипе, чӗлхипе пуянланса пынӑ.

Ӑсчахсем секцисене пайланса чылай кӑткӑс пулӑма аса илчӗҫ. Лев Гумилев этнограф ҫырса хӑварнине тӗпе хурса Раҫҫей патшалӑхӗ паян чӑннипех те ҫӗршер хӑлӑха пӗрлештерекен тӗнел пулнине ҫирӗплетрӗҫ. Ӑна никамӑн та салатма ирӗк ҫук.


Алексей Енейкин, Игорь Ульянов, Александр Герасимов