Ҫӗршывра Космонавтика кунне паллӑ турӗҫ

Митингсем ирттернипе пӗрлех ҫак кун велочупу йӗркелесси йӑлана кӗчӗ. Хальхинче те Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти хастарсем икӗ урапаллӑ тусӗсемпе Шуршӑла ҫул тытрӗҫ. 

Этемлӗх пуҫласа тӗнче уҫлӑхне тухнӑранпа 64 ҫул ҫитрӗ. Ун чухне, 1961-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Совет Союзӗн летчикӗ Юрий Гагарин "Восток-1" караппа космоса пӗр сехет те 48 минутлӑ вӗҫев туса ҫӗр чӑмӑрӗ тавра ҫаврӑннӑ. Ҫав ҫулах тӗнче уҫлӑхне тепӗр космонавт - Герман Титов  ҫитсе курнӑ. 62-мӗш ҫулта вара пирӗн мухтавлӑ ентеш Андриян Николаев Совет Союзӗн 3-мӗш космонавчӗ пулса тӑнӑ. Ҫавӑнпа та ҫак кун пирӗн халӑхшӑн уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Савӑнӑҫлӑ митинга ватти те, вӗтти те хутшӑнать. Уйрӑмах шкул ачисене палӑртмалла. Шупашкарти Андриян Николаев ячӗпе хисепленекен 10-мӗш шкул, сӑмахран, космонавтика кунне уйрӑмах уять. Кашни класпах патриотика ӗҫне йӗркелесе ирттерет.

Ҫанталӑка пӑхмасӑрах ҫак кун "Хӗвеллӗ кустӑрмасем" ушкӑн хастарӗсем те велочупу йӗркелеҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пысӑк йышпа  пуҫтарӑнса Шуршӑл енне ҫул тытаҫҫӗ. Хальхинче яла кӗрес умӗн вӗсем Сӗнтӗрвӑрринчен тухнӑ тепӗр ушкӑнпа тӗл пулчӗҫ. "Хӗвеллӗ кустӑрмасем" ҫак чупӑва Андриян Григорьевича асӑнса вӑл вилнӗренпе, 2004-мӗш ҫултанпа ирттереҫҫӗ.

Космонавтика музейӗнче те уява халалласа анлӑ митинг иртрӗ. Унта хутшӑннӑ хыҫҫӑн велочупу хастарӗсем малалла хӑйсен сукмакне такӑрлатрӗҫ. Андриян Николаев Сӗнтӗрвӑрринчи вӑрман хуҫалӑх техникумне ҫӳран ҫӳренине аса илсе икӗ енлӗ 30 ҫухрӑм пулакан ҫула велосипедпа чупса тухсан та вӗсемшӗн пысӑк ҫитӗнӳ пулнине палӑртрӗҫ.

 

Алексей Енейкин, Вероника Павлова