Ҫӗршывра "Агротуриз" грант вӑй илни - ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлесе пурӑнакансемшӗн пысӑк тӗрев

Фермерсем хӑйсен проекчӗпе 3 пуҫласа 10 миллион тенкӗ таран патшалӑх пулӑшӑвне ҫӗнсе илме пултараҫҫӗ. Патӑрьел тӑрӑхӗнче пурӑнакан Пазюковсем ҫак мелпе усӑ курнӑ та ӗнтӗ. Вӗсем Шӑнкӑртамра "Тургай" ятлӑ кану бази ҫӗклеҫҫӗ.

Патӑрьел тӑрӑхӗнче 4 наци ывӑл-хӗрӗ килӗштерсе пурӑнать. Анатри чӑвашсем, тутарсем, ирҫесемпе вырӑссем ӗмӗртен пӗр-пӗринчен ыррине вӗренсе аталаннӑ. "Пирӗн енче ӗҫчен те харсӑр халӑх, ҫавӑнпа ӑна чӑрмантармалла мар, пулӑшмалла" - ҫапла ӑнлав ҫирӗпленнӗ округа нумай ҫул ертсе пыракан Рудольф Селивановӑн. Йыша пӗрлештерме пӗлекен  пуҫлӑх хӑшӗ мӗн пултарасса пӗлет, тӗрлӗ грант илме пулӑшать. Ҫак вырӑна нумай пулмасть кӑна-ха ҫӳп-ҫап килпетсӗрлетнӗ. Шӑнкӑртам ҫыннисем нимелле тухса ҫыран хӗррине тирпейленӗ, тасатнӑ пӗвене пулӑ янӑ.

Пазюковсен ҫемйи туризмпа кану вырӑнӗ уҫас тӗллевпе ҫырнӑ проект 10 миллион федераци грантне тивӗҫнӗ кӑна мар, ҫӗршывра чи лайӑххисен йышне кӗнӗ. Азат, выльӑх-чӗрлӗх усраса, аш-какай тирпейлесе тӗрлӗ региона сутас енӗпе ӗҫлекен фермер - вӑрманҫӑ ывӑлӗ, ачаран ҫут ҫантлӑк чӗлхине пӗлет. "Ир тӑракан кайӑк тутӑ пулать" текен халӑх сӑмахлӑхне тӗпе хурса, вӑл хӑйӗн базине "Тургай" ят панӑ, чӑвашла - тӑри.

Пазюковсем хӑйсен туризмпа кану базине фермер хуҫалӑхӗ ҫумӗнчех ҫӗклеҫҫӗ. Темиҫе хӑна килӗ хатӗр те ӗнтӗ. Кунта хӑтлӑ, таса, илемлӗ. Килен-каяна пысӑк хуларан аякри шӑплӑх та килӗшмелле. Пулӑра ларма е кимӗпе, катамаранпа ярӑнма кӑмӑллаканшӑн мӗн кирли йӑлтах пур. Ҫавӑн пекех зоокӗтес уҫма палӑртнӑ: унта фазансемпе павлинсем, кроликсем усрӗҫ. Канма килекенсене фермӑна, чӑх-чӗп витине илсе кайса кӑтартӑпӑр теҫҫӗ, юланутпа чупма та май тӑваҫҫӗ. Туристсене экологи тӗлӗшӗнчен таса апат-ҫимӗҫ сутӗҫ, ресторан те пулӗ. Чи кӑсӑкли - вӗлле терапийӗ: пыл хурчӗсен пӳртӗнче ҫывӑрса сипленме май пур.

Ҫӑтмаха инҫетре шырамалла мар, вӑл хамӑр тӑрӑхрах. "Ҫакна ӑнланса илес тесен ҫул ҫӳреме те ӳркенмелле мар", тет округ пуҫлӑхӗ. Тӗрлӗ санкцисене пула чикӗсем хупӑннӑ тапхӑрта тӑван енех тулӑххине ытларах та туйса илетӗн.

Малалла пӑхакан инҫетрине курать. Паянхи кун вӑхӑт таппипе тан пырса ҫӗнӗрен-ҫӗнӗ шухӑшсене пурнӑҫа кӗртсен анчах ӳсӗм пулӗ - ҫапла шутлаҫҫӗ патӑрьелсем. "Тургай" кӑҫалах туристсене йышӑнма хатӗрленсе ҫитесшӗн, "Юхма ен ҫитӗнӗвӗсемпе паллашса каякансем Патӑрьел ҫӗрне нихҫан та манаймӗҫ", - теҫҫӗ Пазюковсем.

 


Марина Карягина, Димитрий Макаров