Ҫӗршывӑн ҫутӑ пуласлӑхне ӗненнӗ сӑвӑҫӑмӑр

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗн сцени ҫинче черетлӗ премьера - "Ҫӗн Кун Ачи" спектакль. Ӑна Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн гранчӗпе лартнӑ. Постановка кӑвар чӗреллӗ поэт ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ ӗҫсен ярӑмне уҫрӗ.

Тӑван халӑха паян кун та хӑйӗн вӑйне шантарса ырӑ малашлӑха чӗнекен Ҫеҫпӗл Мишши хальхи чӑваш умне Ҫӗн Кун Ачи пулса килчӗ. Поэтӑн - Вӑхӑт ҫитӗ! Чӑваш чӗлхи те тимӗр татӗ,- тенӗ сӑмахӗсем те ӗмӗр ункинчен Марина Карягина драматургӑн сӑвӑлла пьесипе шӑранса тухрӗҫ. Автор ӑна, Ҫеҫпӗлӗн этем тӳсмелле мар хӗнлӗ пурнӑҫне хӑй витӗр кӑларса, 3 ҫул хайланӑ.

Граждан вӑрҫипе революци тапхӑрӗнче шӑранса туптаннӑ ҫирӗп кӑмӑл, тӑван халӑх пуласлӑхӗшӗн хыпса ҫунса кӗлленсен те парӑнман хӑватлӑх, тӗрлӗ сӑнарпа ҫураҫса сӑмах вӑйӗпе ӑрӑмлакан асамлӑх, самантлӑха та вӗҫертмен юрӑ-кӗвӗ, хӑйне евӗр декораци тата ытти те... - спектакльте куракана тыткӑнлакан мелсене пур енлӗн усӑ курнӑ. Унӑн режиссерӗ - Раҫҫей искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Борис Манджиев Ҫеҫпӗл кун-ҫулне тӗпчесе поэтӑн синкер шӑпине тарӑннӑн туйса илни куҫкӗрет. Ӗмӗр каяллахи пӑлхануллӑ вӑхӑта, сӑвӑҫӑн кун-ҫулне вӑл фантасмагориллӗ феери жанрӗ урлӑ кӑтартать. Ҫак ирӗклӗхре метафорӑн ытарлӑ чӗлхипе куракан ҫийӗнчех ӑнланса илмелле мар ҫивӗч шухӑшсене сӑнарлать. Тӗп сӑнара калӑплакан Сергей Никитин та Ҫеҫпӗле вылянӑ май пурнӑҫ ҫине урӑх куҫпа пӑхма пуҫланине калать.

Спектакльте Ҫеҫпӗл Мишшин пурнӑҫӗнчи чи йывӑр самантсенчи кӗрешӗве, ун чухнехи чӑвашӑн тӗнчекурӑмӗнче пурӑнакан Эсрел танатинче шӑпи кӑларса тӑратнӑ чӑлханчӑк ыйтусен хуравне шыранине, тата ытти мистикӑллӑ самантсене сӑнарланӑ.

Йывӑр чирне пӑхмасӑр халӑх тӑнӑҫлӑхӗшӗн тӳре-шарапа кӗрешсе хӑйӗн йыхравлӑ сӑввисемпе чӑваш ачине ҫӗн пурнӑҫ тума чӗннӗ Ҫеҫпӗл Мишши. Шанӑҫ паракан таса юрату вара ӑна ҫунат хушнӑ, тӗрӗслӗхӗн тумхахлӑ ҫулӗ ҫинчи йывӑрлӑхсене вирлӗн ҫӗнсе пыма вӑй панӑ.

Ҫак шанчӑкпа хӗмленсе Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗ Ҫӗршывӑн ҫутӑ пуласлӑхне ӗненнӗ сӑвӑҫӑмӑр ятне Раҫҫейӗпех ҫӗклесшӗн - ҫак спектакльпе фестивальсене хутшӑнасшӑн. "Ҫӗн Кун Ачи" пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче тепӗр хут сцена ҫине тухать.


Алексей Енейкин, Димитрий Макаров