Ҫӗршыв палли Чӑваш Ене таврӑнчӗ

Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти Мускаври ВДНХра иртнӗ курав-форумра ҫынсене чылай вӑхӑт мӑнаҫлантарнӑ хыҫҫӑн тӑван тӑрӑха - Чӑваш наци музейне таврӑннӑ. Пӗтӗм ҫӗршыва пӗрлештерекен анлӑ проект малашне куракансене мӗнпе савӑнтарӗ? Кун пирки журналистсене культура министрӗ Светлана Каликова тата Чӑваш наци музейӗн ертӳҫи Ирина Меньшикова  каласа кӑтартрӗҫ.

Куравра Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти пур регионпа хулана пӗтӗҫтерекен паллӑ пулса тӑнӑ. Вӑл хӑйӗн мӑнаҫлӑхӗпе тата илемӗпе  тыткӑнланӑ. Куравра карттӑна питӗ пысӑк хак панӑ.

Ӗнертен вара "Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине" каллех  Чӑваш наци музейӗнче курма пулать. Мускавран картта пуянланса таврӑннӑ. Унта тепӗр икӗ хулан паллисем хушӑннӑ.

Тӗрленӗ карттӑна Мускава тӗрӗс-тӗкел илсе ҫиттерччӗр, куравра ӑна сиен ан кӳччӗр тесе ятарлӑ условисене пӑхӑнма тивнӗ. Музейра ӗҫлекенсем ӑна тӑвана кӗтсе илнӗ пекех хапӑл пулнӑ.

Икӗ ҫул хушшинче карттӑна ҫӗнӗ регионсен паллисем хушӑнни вара уйрӑмах савӑнтарать. Вӑл малашне те пуянланма пултарӗ, теҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем.

Республикӑра пурӑнакансене тепӗр пӗлтерӗшлӗ пулӑм та кӗтет. Кӑҫал Чӑваш наци музейӗпе юнашар тӗрленӗ Раҫҫей карттин музейне ҫӗклемелле. Вӑл вырӑна нумай пулмасть ятарлӑ чул та вырнаҫтарнӑ.

 

Оксана Верликова, Виктор Степанов