Ҫӗршыв мӑнаҫлӑхӗ - кашни ял-хулара

Мускавра "Малая Родина - сила России" ятпа Пӗтӗм Раҫҫейри муниципалитетсен форумӗ ӗҫлет. Унта Чӑваш Ен делегацийӗ те хутшӑнать.

Форум ВДНХра ҫӗршыври мӗн-пур регионтан 7 пин те 500 специалиста пуҫтарнӑ. Ку ӗҫ-пуҫ Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Хушӑвӗпе пӗрремӗш хут иртет. Форума хутшӑнакансем 2 кунра вырӑнти пуҫарусемпе проектсене пӑхса тухса тишкерӗҫ, ятарлӑ сессире, "ҫавра сӗтелсенче" канашлусем ирттерӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсем валли экскурси программи хатӗрленӗ. Лапамсен ӗҫне онлайн меслетпе те хутшӑнма май пур, трансляци тӗрлӗ социаллӑ тытӑмра пырать.

 

Алиса Александрова