Ҫӗрпӳре пурӑнакан Порфирьевсен ҫемйинче харӑсах 3 хӗр ҫуралнӑ

2024-мӗш ҫулти чӳк уйӑхӗнче республикӑри перинаталь центрӗнче кун ҫути курнӑ, ҫак таранччен вӑй илсе ӳснӗ виҫӗрешсене тинех больницӑран кӑларчӗҫ. Ҫӗнӗ кайӑксене кӗтсе илме пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ те ҫитрӗ. 

Ҫак саманта кил хуҫи те, ҫемьери 4 хӗрӗ те чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ. Амӑшӗсӗр тунсӑхланӑ, йӑмӑкӗсене те часрах курас килнӗ вӗсен. Пӗчӗк виҫепе ҫуралнӑ пепкесем кунран-кун ҫирӗпленсе пынӑ. Халӗ кашниех 3 килона яхӑн таять, лайӑх ҫиет, ӳссе аталанать. Ясмина, Амелия, Диана ятсене кӗҫӗннисем валли аппӑшӗсем суйланӑ. 

Надежда Петрпа пӗрлешсен Настя, Катя, Вероника, Даша ӑна часах хӑнӑхнӑ, тӑван ашшӗ вырӑнне хурсах юратнӑ. Амӑшне пӗчӗккисемпе кашниех май пур таран пулӑшма шантарать. 14-ри Настя йӑмӑкӗсене нумай пӑхнӑ, тӗпренчӗксене мӗнле астумаллине аван пӗлет. Йыш хушӑнсах пынишӗн хӗпӗртенӗ тӑванӗсем ҫӗнӗ кайӑксене кӗтсе илме Чӗмпӗр облаҫӗнчен те килсе ҫитнӗ. 

Порфирьевсене саламлама ҫитнӗ Владимир Степанов министр виҫӗрешсем ҫав тери телейлӗ вӑхӑтра - "Ҫемье" наци проекчӗ ӗҫлеме пуҫланӑ тапхӑрта - ҫуралнине палӑртрӗ. 2025-мӗшӗнче нумай ачаллисем валли чылай ҫӗнӗ пулӑшу йӗрки вӑй илмелле. Пӗлтӗр Чӑваш Енре 3 виҫӗреш ҫуралнӑ, пурте хӗрачасем. Харӑсах темиҫе пепке кӗтекен амӑшӗсене ытларах республикӑри перинаталь центрӗнче йышӑнаҫҫӗ. Ачасем ҫуралсан кирлӗ пек пӑхса аталанма пулӑшаҫҫӗ. 

 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров