Иртнӗ 5 ҫулта ҫӗрпӳсем нумай курӑмлӑ ӗҫ тунӑ. Кун пирки ларура муниципалитет пуҫлӑхӗ Алексей Иванов палӑртрӗ. Ҫак тапхӑрта округра 5 фельдшерпа акушер пункчӗ хута янӑ, 3 амбулаторине тӗпрен ҫӗнетнӗ. Ҫавӑн пекех Ҫӗрпӳре васкавлӑ пулӑшу машинисем валли ӑшӑ гараж хӑпартнӑ. 50 ҫухрӑма яхӑн ҫул юсанӑ, тирпей-илем кӗртмелли федераци программипе 55 миллион ҫурӑ тенкӗлӗх 6 проект пурнӑҫа кӗртнӗ. Унсӑр пуҫне 51 ҫурт картишне хӑтлӑлатнӑ. Культура тытӑмӗнче те пысӑк улшӑнусем пулнӑ. 5 ҫулта округра 18 культура учрежденине ҫӗнетнӗ, 4 клуб тунӑ.
Пӗлтӗр Ҫӗрпӳре культура аталанӑвӗн центрне уҫнӑ. Ун пекки республикӑра - пӗрре. Ҫӗршывӗпе те 8 комплекс кӑна ӗҫлет. Ял тӑрӑхӗсене аталантармалли патшалӑх программипе вара Чурачӑкра 375 вырӑнлӑ шкул уҫӑлнӑ. Ҫакӑншӑн вӗрентекенсем те, ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ те питӗ хӗпӗртенӗ.
Ҫӗрпӳсен тӗллевӗсем тата пысӑк. 2030-мӗш ҫулччен округра 25 миллиард тенкӗлӗх 22 инвестици тата 81 инфратытӑм проекчӗ пурнӑҫа кӗртмелле. Пӗлтерӗшлисен шутӗнче - М-7 автоҫул ҫывӑхӗнче логистика центрне тӑвасси тата ҫӗнӗ производствӑсем хута ярасси.
Канашлӑва пӗтӗмлетнӗ май ӗҫре палӑрнисене тӗрлӗ награда парса чысларӗҫ.
Диана Иванова, Виктор Степанов