Ҫӗнтерӳ кунӗччен кашни сумлӑ ватӑ патне ҫитӗҫ

Аслӑ Ҫӗнтерӳ хыпарне фронтрипе танах тылра та тем пек кӗтнӗ. Ҫак паллӑ куна ҫывхартас тесе ватти-вӗтти кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр тӑрӑшнӑ. Ун чухне йывӑр ӗҫре терт-нуша тӳснисене Раҫҫей Президенчӗ хушнипе Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнине халалланӑ медальсемпе чыслать.

Хальхинче Республика Пуҫлӑхӗ Красноармейски округӗнчи Хусакасси ялӗнче пурӑнакан ветерансем патне ҫитрӗ. Тамара Осиповна Рябинина 95 ҫула ҫывхарать. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Куславкка тӑрӑхӗнче Сӑр чиккине чавнӑ ҫӗрте тертленнӗ. Ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра ӗҫленӗ.

Олег Николаев кинеми хальхи вӑхӑтра мӗнле пурӑннипе кӑсӑкланчӗ. Ҫамрӑкла канӑҫ курмасӑр мирлӗ пурнӑҫа ҫывхартас тесе вӑй хунӑшӑн тав туса наградӑпа чысларӗ.

Тамара Осиповна республикӑри хыпарсемпе паллашсах тӑнине пӗлтерчӗ, пуҫлӑха ҫӑмӑл мар ӗҫре вӑй-хӑват тата хавхалану сунчӗ.

Юлия Гурьевна Гурьевана 1942-мӗш ҫулта шыварманӗ ӗҫлеттерме шаннӑ. Ун чухне хӗрача 13-ре пулнӑ. Вӑрман каснӑ ҫӗрте те, колхозра та вӑй хунӑ. 7 ывӑл-хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ ачин ҫемйипе пурӑнать. 
Ветеран хӑйне ҫапла хисеп тунӑшӑн, асла ӑрурисене манманшӑн хӗпӗртенине каларӗ.

Ҫӗнтерӳ кунӗччен Олег Николаев ытти ветеран патне те наградӑпа ҫитме палӑртнӑ.

 

Алиса Александрова, Вадим Владимиров, Юрий Марков