Ҫӗнӗ Шупашкарти Ҫамрӑксен урамӗнчи 24-мӗш ҫуртра пурӑнакансем тӑрӑ юхнипе нушаланаҫҫӗ

Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче строительсем ҫивиттине улӑштарма пикеннӗ, анчах та ӗҫе кирлӗ пек йӗркелеменнипе хваттерсене шыв анма тытӑннӑ. Подрядчик, паллах, тӳрре тухса ҫанталӑка айӑплать.

Зоя Никифорова ҫак ҫуртра 69-мӗш ҫултанпа пурӑнать. 94 ҫулти кинемин сӑмахӗпе, ҫурт тӑрри хӑҫан юхманнине те ас тумасть вӑл. Хӗлле те, ҫулла та - пӳлӗмсенче ялан нӳрӗ. Хваттере ҫур ҫул каялла ҫеҫ юсаса ҫӗнетнӗччӗ, каласа парать хӗрӗ Людмила Хилкова. Анчах та тӑрӑшни кӑлӑхах. Раштав уйӑхӗнче шыв аннипе обойсем сӗвӗнме пуҫланӑ, сӑрӑ хӑйпӑннӑ. Шӑпах ҫак вӑхӑтра ҫурт тӑрринче юсав пуҫланнӑ. Кӑрлач уйӑхӗнче вӑйлӑ ҫил-тӑман вӗҫтернӗ хыҫҫӑн лару-тӑру тата йывӑрланнӑ. Ирӗлнӗ юр ҫӳлти хваттерсене шар кӑтартнӑ.

Подрядчик ҫуртра пурӑнакансемпе тӗл пулма хирӗҫ пулмарӗ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, строительсем ҫурт тӑррине юртан темиҫе те тасатнӑ, ятарлӑ хӳтӗлев ҫитти те сарнӑ. Сӑмах май, пӗрремӗш хут ку ҫурт тӑррине 16-мӗш ҫулта улӑштарнӑ. Ӑна "Тӗплӗ юсав" фончӗ урлӑ ҫӗнетнӗ. Анчах та ҫулталӑкран хваттерсене каллех шыв аннӑ. Ку лару-тӑру пирки темиҫе ҫул сут пынӑ. Раштав уйӑхӗнче йӑнӑшсене ҫӗнӗ подрядчике тӳрлетме шаннӑ. Килӗшӳ тӑрӑх объекта пуш уйӑхӗччен йӗркене кӗртмелле. Чи кӑсӑклӑ ыйтусенчен пӗри - шар курнӑ хваттерсен хуҫисене тӑкакӗсене кам саплаштарӗ? Юсав фондӗнче палӑртнӑ тарӑх, ҫак яваплӑха ҫӗнӗ подрядчик ҫине тиенӗ. Ҫамрӑксен урамӗнчи 24-мӗш ҫуртра пурӑнакансем лару-тӑру ырӑ енне улшӑнасса питӗ кӗтеҫҫӗ. Чылайӑшӗ хваттерӗсене йӗркене кӗртме те шикленет. Ҫапах та материалсене хатӗрлесе хунӑ, ҫурт тӑрри ҫеҫ юхма чарӑнтӑр, теҫҫӗ.


Вероника Павлова, Димитрий Макаров