Ҫӗнӗ Ҫула — парӑмсӑр

Уйрӑм ҫынсен 2022-мӗш ҫулшӑн пурлӑх налукне раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тӳлемелле пулнӑ. Кам ҫакна туса ӗлкӗреймен - вӗсен халӗ пени ӳссе пырать.

Парӑм пуррипе ҫуккине Федераци налук службин кирек хӑш уйрӑмӗнче те пӗлме пулать. Ҫавӑн пекех "Налук тӳлекенсен харпӑр хӑй пӳлӗмӗ" электронлӑ сервисра, Патшалӑх пулӑшу ӗҫӗсен порталӗнче. Парӑма тӗрлӗ майпа тӳлеме пулать: банк уйрӑмӗсенче, почтӑри терминалсем е электронлӑ сервиссем пулӑшнипе.


Диана Иванова, Анна Филиппова, Оксана Верликова