Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе - хаклӑ парне

Пӗрисем ял хуҫалӑхӗнче нумай ҫул тӑрӑшаҫҫӗ, теприсем промышленноҫра, вӗренӳре, сывлӑх сыхлавӗнче. Хисеплӗ ята тивӗҫнисене Правительство ҫуртӗнче чысларӗҫ.

- Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе - хаклӑ парне, - терӗҫ награда пирки Правительство ҫуртне пухӑннисем. Тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлеҫҫӗ вӗсем, кашниех республика аталанӑвне хӑй тӳпине хывать. Ҫакна Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев та палӑртрӗ. - Ҫулталӑк йывӑр килчӗ, ҫапах эсир тӑрӑшнипе экономикӑра та, ытти отрасльте те ӳсӗм пур, - терӗ. Раҫҫей Президенчӗн Тав ҫырӑвне "Т Плюс" компанири Николай Волков электрослесарь тивӗҫрӗ. Ҫак ӗҫре вӑл 40 ҫул ытла. Хӑй мӗн пӗлнине ҫамрӑксене те  вӗрентсе пырать. 23 ҫын республикӑн патшалӑх наградисене илчӗ. Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Иван Михопарова Хисеп грамотипе чысларӗҫ. Тав сӑмахӗ - пӗрле ӗҫлекенсене тата муниципалитетра пурӑнакансене. Нумай ӗҫе паянхи кун ял халӑхӗ пулӑшнипе тӑватпӑр, - терӗ Иван Михопаров.

Хисеплӗ ята тивӗҫнисен йышӗнче тракторист, тухтӑр, вӗрентекен, электрик, хуҫалӑх ертӳҫи, инженер, адвокат. Кашниех хӑй ӗҫӗнче ӑста. Александр Павлов 1990-мӗш ҫулта аслӑ пӗлӳ илнӗ те агроном ӗҫне кӳлӗннӗ. Совхозра, вӑрлӑх инспекцийӗнче, администрацире тӑрӑшнӑ. Халӗ Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗн Муркаш тӑрӑхӗнчи уйрӑмӗн тӗп агрономӗ. Александр Павлова Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ят пачӗҫ.

"Чӑваш халӑх артисчӗ" ята Ҫеҫпӗл ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлекен Ирина Архипова тивӗҫрӗ. 30 ҫул вӑл куракана хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарать. Ҫак хушӑра 100-е яхӑн сӑнар калӑпланӑ. Кӑҫалхи ҫул хӑйӗншӗн тухӑҫлӑ иртнине палӑртрӗ Ирина Архипова. Ҫӗнӗ ҫултан та ыррине кӑна кӗтет вӑл. Ыттисем те ҫак шанӑҫпа пурӑннине, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем патне талпӑнма хавхалану ҫуралнине пӗлтерчӗҫ.

Екатерина Фомина, Виктор Степанов