Ҫемье ҫулталӑкӗнче уйрӑм предприятисенче те социаллӑ пулӑшу ыйтӑвӗ малти вырӑнта тӑрать

"Август" фирмӑн филиалӗнче - Вӑрнарти хутӑш препаратсен заводӗнче тӑрӑшакан ҫемьесене хавхалантарасси ырӑ йӑлара. 

Ивановсем Вӑрнарти хутӑш препаратсен заводӗнче тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗлтӗр вӗсен йыш хушӑннӑ. Ҫемьере виҫҫӗмӗш ача - Анастасия ҫуралнӑ. Ку савӑнӑҫа вӗсемпе пӗрлех предприяти те пайланӑ - укҫа парса хавхалантарнӑ. Кун пек пулӑшӑва Ивановсем унччен те тивӗҫнӗ.

Ивановсем завод уйӑрнӑ укҫана пысӑкрах ҫӑмӑл машин туянас ҫӗре яма шут тытнӑ. Меллӗ транспорт йышлӑ ҫемьене питӗ кирлӗ. Ҫавӑнпа та кӗҫех пӗчӗк Анастасия ача кӳмине машин ларкӑчӗпе улӑштарӗ. 
Предприятире кадр ыйтӑвне те пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Вӑл шутра ӗҫ династийӗсене хавхалантараҫҫӗ. Пӗртӑвансем сахал мар тӑрӑшаҫҫӗ фирмӑра. Пӗрлехи ӗҫ стажӗ 700 ҫултан иртнӗ йӑхсем те пур. Малашлӑх ҫамрӑксенче пулнине лайӑх  ӑнланаҫҫӗ кунта. Ҫавӑнпа ӗҫлеме те, канма та хӑтлӑ майсем тума тӑрӑшаҫҫӗ. Предприяти вӑйӗпе кану паркӗ, стадион, бассейн хута янӑ. Тӗрлӗ уяв тата ӑмӑрту тӑтӑшах йӗркелеҫҫӗ. 
Заводра ырӑ йӑласене аталантарсах пыраҫҫӗ. Ӗҫлекенсене тӗрлӗ пулӑшупа тивӗҫтермелли ҫӗнӗ майсене шыраҫҫӗ. Ҫакӑ, паллах, производство кӑтартӑвне паха витӗм кӳрет. Рабочисем те ӗҫри ӑсталӑхне ӳстерсех тӑраҫҫӗ. Пӗрлӗхре кӑна ҫитӗнӳ тума пулать, теҫҫӗ вӑрнарсем.


Леонид Петров, Лидия Галактионова, Михаил Солин